Чернобылецсен тĕл пулăвĕ иртнĕ
Апрелĕн 26-мĕшĕнче районти çар комиссариатĕнче Чернобыль Аэсĕнче инкек пулнăранпа 19 çул çитнине халалласа тĕлпулу иртнĕ.
Ăна район администрайцийĕн пуçлăхĕн çумĕ, социаллă политика управленийĕн ертÿçи Н.П. Петрова уçнă. Ун хыççăн пурте пĕр минут шăп тăрса Чернобыль АЭСĕнчи инкеке пĕтерме хутшăнса вăхăтсăр куçĕсене хупнисене асăнса пĕр минут шăп тăнă. Н.П. Петрова районăн экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕпе паллаштарнă, нумай ыйтусем çине хуравланă.
Муркаш районĕнчен хăрушă инкеке пĕтерме 33 çын хутшăннă, хальхи вăхăтра районта 27 чернобылец пурăнать.
Пухура çавăн пекех çар комиссарĕ А.Н. Малинин, социаллă политика управленийĕн ертÿçин çумĕ А.Н. Кузьмин, гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен пайĕн ертÿçи Н.П. Милютин сăмах каланă.