Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнĕ май
Вуннăмĕш теçеткене пуснă салтак арăмĕ
Асăл Çĕнтерÿ уявĕ умĕн пурнăçра йывăрлăхсем нумай тÿснĕ хисеплĕ ватăсем, салтак арăмĕсем иртнĕ кун-çулне хумханса аса илеççĕ, вĕсен куçĕсем те шывланаççĕ. Вĕсенчен пĕри – Макаçи ялĕнче çуралса ÿснĕ А.В. Григорьева. Вăл çут тĕнчене 1915 çулта килнĕ, вĕсен кил-йышĕ пысăк пулнă. Пиччĕшĕсем майĕпен уйрăлса тухма пуçласан йыш сахалланса пынă. Ун чухне хальхи пек пысăк пÿртсем лартман.
Çул çитсен Анастасия та качча тухсан çемье çавăрнă. Унăн мăшăрĕ 1905 çулта çуралнă, Павел ятлă пулнă. Телейĕ нумая пымасть А. Григорьеван. Мăшăрĕпе виçĕ çул кăна пурăнса юлать вăл.
Павел пичче 1941 çулхи кĕркунне вăрçа тухса кайнă. Унччен пахчана кĕрсе пĕтĕмпех пăхса çаврăннă, пÿрт лартма хатĕрленĕ çĕнĕ пура çине пăхса макăрса янă. Çав пураран 1948 çулта кăна пÿрт лартма пултарнă.
Наçтаç аппа мăшăрĕнчен виçĕ çулхи Георгий ывăлĕпе кăна тăрса юлнă. Хăй çав вăхăтра йывăр çын пулнă. 1942 çулта ывăл çуралнă, ăна Петĕр ят панă. Анчах вăл нумаях пурăнайман, тăватă çула çитсен çĕре кĕнĕ.
1943 çулта, авăн çапнă чухне, Анастасия Викторовна упăшкин вилнĕ хутне илет. Анчах темле пулсан та чăтнă, нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман. Пĕр хирĕçлемесĕр хушнă çĕре яланах кайнă. Çимелли енчен тулăх пулман. Çĕр улми пĕçерсе çинĕ, çăкăр сайра хутра кăна лекнĕ. Атăл леш енчен, шурлăхран лашасемпе йывăç турттарса кăларнă.
Халĕ, çав вăхăтсене аса илсен, А. Григорьева ассăн сывласа: «Мĕнле тÿссе ирттернĕ-ши пур йывăрлăхсене», - тет хăйĕнчен хăй тĕлĕнсе. Паянхи кун Анастасия Викторовна Георгий ывăлĕпе тата Галина кинĕпе пурăнать. Виçĕ мăнукĕ хулара пурăнаççĕ. Асламăшĕ вара вĕсен ачисене курса савăнать.
Кăçалхи апрель уйăхĕнче Анастасия Викторовна 90 çул тултарчĕ.
- Нумай пурăнтăм ĕнтĕ. Халĕ килте кинпе ывăл тăрмашаççĕ, - тете хисеплĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕ. Хура-шурне чылай курнă салтак арăмне татах та нумай пурăнма ырлăх сывлăх, канлĕ ватлăх сунас килет.