Моргаушский муниципальный округ

Пĕрлехи тĕрĕслев

 

Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕпе Чăваш Республикинчи патшалăх санитарипе эпидемиологи надзорĕн центрĕ Ирттернĕ пĕрлехи тĕрĕслев ял çыннисен талăкри рационĕ витаминсемпе чухăннине тупса палăртнă. Ялта пурăнакансенчен 9 проценчĕ кăна хĕллехи вăхăтра эрнере 4-5 хутчен чĕрĕ паха çимĕç салачĕ çиет, улма-çырла çиесси татах сахалрах.

Тĕрĕслев шурă çăкăрта, сĕтре, хура тулра, çĕр улмире, пахча çимĕçре, ашра – вĕсем пирĕн халăхăмăрăн тĕп çимĕçĕ – В1, В2, С витаминсемпе тимĕр уйрăмах сахаллине палăртнă. Акă, пирĕн тăрăхра çын пуçне талăкра 231 грамм сĕт тивет пулсан, унта В2 витамин 32,3 процент кăна. Çакăнпа пĕрлех халăх сывлăхне пăхса тăни организма тимĕр, ытти тĕрлĕ витаминсемпе макро- тата микронутриентсем çитменнипе чирсем аталаннине кăтартать. Ытти витаминсем çинчен каласан, çын талăкра 266 грамм çĕр улми çинине шутласан (ку вăл С витаминăн тĕп çăл куçĕ), Муркашсене С витамин çĕр улми урлă çурхи тапхăрта 6 процент кăна тивет. Çавăнпа та çак тата ытти витаминсем пирĕн рационта çителĕксĕр пулнăран çимĕçсене  витаминсемпе пуянлатасси çинчен РФ Правительстви ятарлă концепци йышăннă. Тĕпчевсем халăха организма кирлĕ витаминсемпе туллин çăкăр-булка урлă тивĕçтерме пулнине кăтартнă.

ЧР Сывлăх сыхлав министерствин кăтартăвĕсемпе республикăри ачасем хушшинче анемипе чирлесси пин çын пуçне 2000-2003 çулсенче 27,9тан 37,12не, çул çитмен çамрăксем хушшинче 7,45рен 11,16на çитнĕ. Çак хăрушлăха сирме сывлăх хуралçисем çăкăр-булка изделийĕсене  витаминсемпе тата тимĕрпе  пуянлатма сĕннĕ. Методикăлла сĕнÿсем Муркаш, Патăрьел, Вăрнар, Пăрачкав районĕсене пырса тивеççĕ.

Чухăнлăхпа кĕрешессине тата халăх сывлăхĕшĕн тăрăшассине яланах мала хуракан Муркаш райповĕ ку хутĕнче те кайрисен ретĕнче юлмарĕ. Райпо тытăмĕнчи «Моргауши-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн гендиректорĕн çумĕ Елена Васильева çапла каласа пачĕ:

- «Михалычран» витаминсемпе тата тимĕрпе пуянлатнă батонсене апрель пуçламăшĕнче кăларма пуçларăмăр. 300 грамм таяççĕ вĕсем. Хакĕ 7 тенкĕ те 80 пус. Виçĕ эрнере 250 килограмм кăлартăмăр. Çĕнĕ продукцие астивсе пăхнисем унпа кăмăлă пулни палăрчĕ. Ку батонра В1, В2, В6, В12, Е витаминсем, А провитамин, фоли кислоти, тимĕр пур. Витаминлă продукцие Лантăшри пекарньăра пĕçеретпĕр.

Елена Кузьминична каланине пекарнья ертÿçипе  Александра Капитоновапа  кунти технолог Людмила Звонкова та çирĕплетеççĕ. Вĕсем ертсе пынипе ĕçлекен 12 пекарьпе 3 оператор тата 1 слесарь алла илнĕ çĕнĕлĕхе малалла аталантарасса, çак çĕнĕ ĕç халăхăмăр сывлăхне çирĕплетме каясса шанас килет. Çакна район халăхĕ те кĕтет.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 апреля 2005
00:00
Поделиться