Ырри ырăпах таврăнать
Пурнăç малтан малалла пысăк хăвăртлăхпа вирхĕнет паян. Унран юлас мар тесе паян тен пĕр-пĕринпе тимлĕ пулма та манатпăр пулĕ. Мĕнле пулсан та, ыркăмăллăха кайри вырăна лартас марччĕ. Пĕр-пĕрне ăнланни, пĕр-пĕрне пулăшни паян нихçанхинчен те вырăнлăрах пулĕ. Çакна шута илсе ĕнтĕ, республикăра апрелĕн 24-30-мĕшĕсенче Ыр кăмăллăх эрни иртет.
Районти тĕп больница вара çакна валли ятарласа ĕç планĕ хатĕрленĕ. Ку эрнере пĕтĕм медицина ĕçченĕсем пĕччен пурăнакан пенсионерсемпе инвалидсене хăйсен ирĕкĕпех пулăшма кăмăл тăваççĕ. Районти тĕп больницăра инвалидсемпе ветерансем валли уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ çак эрнере. Пур медицина учрежденийĕсенче те «Тĕрĕс апатланни – сывлăх никĕсĕ» ятпа санбюллетеньсем кăларнă. Кам районти тĕп больницăри реабилитаци палатине лекнĕ ачасене укçа-тенкĕ, кĕнеке-теттесем, япаласем парса пулăшас тет, тарасшăн. Вĕсене ялта пурăнакансме вырăнти медицина учрежденийĕсене, Муркашсем районти тĕп больницăна пырса пама пултараççĕ. Сывлăх хуралçисем «Мĕн вăл ыр кăмăллăх;» ачасен ÿкерчĕкĕсен конкурсне ирттерессине те хăйсем çине илнĕ. Районти ача çуртĕнчен тухакан пĕчĕк пепке çак кунсенче киле хăйсен пурнăçĕнче илнĕ чи малтанхи парнепе киле таврăнĕ. Çак эрнере районти тĕп больницăра 2-13-97 номерлĕ шанăç телефонĕ ĕçлет. Сире хумхантаракан ыйтусем çине Л.М. Иванова психотерапевт, психиатр хуравлĕ. Наркологи пÿлĕмĕнче вара уçă алăксен эрни иртет çак хушăра. Сывă пурнăç йĕркипе пропагандăласа, дерматовенеролог тата гинекологи пÿлĕмĕсенче контрацептивсене тÿлевсĕр параççĕ.
Паянхи номерте вара М.И. Касьянова нарколог сире хускалма кахалланни, сиенлĕ йăласем – пирус туртнипе эрех ĕçни, эмоци тĕлĕшĕнчи ыратусемпе стрессем, витаминсем çитменни юн тымарĕсен чирне пуçласа яни çинчен каласа парĕ. Сиенлĕ йăласене пулах ĕнтĕ 20-30 çултах арçынсем ура ыртанипе аптрама пуçлаççĕ. «Ыркăммăллăх эрнинче туртма пăрахар», тесе чĕнеççĕ Районти сывлăх хуралĕн ĕçченĕсем. Эппин, Марина Ивановнăна хăйне итлер-ха:
Сиенлĕ йăласем урасăр хăвараççĕ
- Чи малтанах çак чире – эндартериита салтаксен сывлăхне тĕрĕсленĕ чух асăрханă. Урасем шăннă е сусăрăннă хыççăн вĕсем çав тери хытă ыратма пуçлаççĕ.
Сиенлĕ йăласене, уйрăмах пирус туртнине пула урари юн тымарĕсем нумайлăха пĕрĕнеççĕ, çав шутран чĕркуççипе ура лаппинчисем те. Вĕсем хăйсен пиçĕлĕхне çухатаççĕ, питĕленеççĕ, тромбсем палăрма пуçлаççĕ. Ытларах чух урасенчи пĕчĕк юн тымарĕсем сиенленеççĕ, каярахпа çак чир пĕçĕри пысăк юн тымарĕсем çине те куçать.
Чи малтанах ура шăнма пуçлать, унтан ура пÿрнисенчен чĕпĕтме, пĕçертме тытăнать. Ура ывăнать. Ура шăнсан, шуралса каять. Утнă чухне ура хырăмĕсем хытă ыратма пуçлаççĕ.
Чирĕн 2-мĕш тапхăрĕнче вара урасем ытларах ыратма пуçлаççĕ, урасем тĕсне çухатаççĕ, ÿт типĕ пулать, урасем начарланма пуçлаççĕ.
Малалла вара каннă чухне те урасем хытă ыратма тытăнаççĕ. 25-30 метртан ытла утайми пулать çын. Çĕкленĕ чух урасем хăвăрт шуралаççĕ, антарнă чух хĕрелеççĕ.Унтан юхан-сурансем пуçланаççĕ.
Юлашки тапхăрта вара урасем пĕр чарăнми чăтмалла мар хытă ыратма пуçлаççĕ, юхан-сурансем ейĕлме тапратаççĕ. Гангрена пуçланма пултарать.
Чир нумай вăхăт аталанать. Ыратни вăхăтлăха лăпланнă хыççăн, каллех пуçланма пултарать. Тухтăр патне май пур таран маларах каймалла. УЗИ пăхни диагноза лартма пулăшать.
Çак чир пуçланнине эсир хăвăр та пĕлме пултаратăр. Урăра çĕклĕр те пăхăр: ура лаппи мĕн чуль хытăрах шуралать; Юн мĕн тери япăхрах çÿрет, ура лаппи çавăн чухлĕ хăвăрт шуралать. Чир тарăна кайсан, 4-6 çеккунтрах ура тĕсĕ улшăнать. Нумай утнă хыççăн е урана ура çине хĕреслетсе хунă чух ура хырăмĕсем вăйлă ыратма пуçларĕç пулсан – сирĕн специалист патне кайма вăхăт. Малтанлăха сире терапевт та пулăшма пултарать, кайран хирургсăр май килмест. Уйрăмах юн тымарĕсен хирургĕсĕр .
Сиплевĕн пĕрремĕш мелĕ вăл – туртма тата эрех ĕçме пăрахни. Тренировкăсем, куллен уçăлма çуренĕ хыççăн çăмăл туйма пуçлатăр. Мĕн чухлĕ утнă хыççăн сирĕн урасем ыратма пуçланине шута илĕр. Çав дистанцин 75 проценчĕ чухлĕ кайсан, 1-2 минут канса илĕр. Тепĕр чухне çакă хăех сире асăннă чиртен сывалма пулăшать.
Юн тымарĕсем пĕрĕннине ирттерсе яма но-шпа, галидор, вазодилан тата ытти препаратсем пулăшаççĕ. Анальгетиксем, новокоинпа блокада туни те ыратнине ирттерсе ярать. Кун пек чухне организма çирĕплетме В ушкăнри витаминсемпе, никотин кислотипе, компламинпа солкосерпилпа тата юн тымарĕсенче юн хытса ларассинчен сыхлакан препаратсемпе сиплеççĕ. Комплекслă терапие шăнса пăсăлнине ирттерекен хатĕрсем те, физиотерапи процедури те, УЗИ-терапи те, ыттисем те кĕреççĕ. Вĕсем те пулăшмарĕç пулсан, хирурги операци тума тивет.
Çапах та сипленессинчен чиртен сыхланма тем чуль çăмăлрах. Ан туртăр, çут çанталăк вăхăтне кура меллă атă-пушмак тăхăнăр. Ытларах хусканусем тăвăр.