Çуллахи спорт сезонне уçса
Апрелĕн 30-мĕшĕнче Муркашра, центрта, çуллахи спорт сезонне уçнă ятпа Муркаш райпо кубокне çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетикăпа районта мала тухассишĕн ăмăрту пулать. Унта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсен, предприятисемпе колхозсен, организацисемпе учрежденисен командисем хутшăнаççĕ. Шкулсен командисенче 5-шер арçын ачапа 5-шер хĕрача, çитĕннисен командисенче арçынсемпе хĕрарăмсем 3-шер пулмалла.
Ăмăрту 10 сехетре пуçланать.
"Çĕнтерÿ ялавĕ"