Çул çÿрев, опыт
Кăçалхи апрелĕн 13-17-мĕшĕсенче В.В. Егоров ертсе пыракан «Агроинновация» предприяти пуçарăвĕпе республикăри тĕрлĕ районсенчи ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсен ушкăнĕ Украинăри Днепропетровск облаçĕнчи «Агро-Союз» АОЗТра пулнă, асăннă предприяти епле ĕçленипе тата аталаннипе паллашнă. Республика делегацийĕн йышĕнче пирĕн районти Ильич яч. хис. тата «Нива» хуçалăхсен ертÿçисем И.В. Николаевпа В.С. Кондратьев пулнă. Çул çÿрев епле иртни тата опытпа паллашни пирки эпир И.В. Николаева каласа пама ыйтрăмăр.
- Игорь Васильевич, епле кăмăлпа таврăнтăр çул çÿреврен?
- Тĕрлĕ енлĕ. «Агро-Союз» корпорацие йĕркеленĕренпе кăçал вунă виçĕ çул ĕнтĕ. Вăл – ура çинче çирĕп тăракан, ăнăçлă аталанакан предприяти. Шел пулин те, пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсем унпа танлашма, ăна хăваласа çитме ниеле те пултараймаççĕ: выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, ÿсен-тăран продукцийĕ туса илес тата реализацилес енĕпе те. Уйрăмлăх ытла та пысăк.
Предприяти тытăмĕнче ял хуçалăх техникин тата автомашинăсен запас пайĕсемпе (40 пин ытла тĕрлисем) тивĕçтерекен цех, уй-хирте ĕçлемелли агрегатсене пуçтармалли цех. 10 пин гектар çĕр тытаççĕ, ăна йĕркеллĕ пăхса тăраççĕ, пĕр гектар та акăнмасăр юлмасть.
- Çак лаптăк çинчи ĕçсене пурнăçламашкăн сахал мар ĕç вăйĕ кирлĕ вĕт?
- Пирĕн тăрăхрипе танлаштарсан, украинецсем ытлах та маттур. Кустăрмаллă 6 тракторпа мĕн пур ака-суха ĕçĕсене пурнăçлаççĕ, 4 тĕш тырă комбайнĕпе пĕтĕм лаптăк çинчи тыр-пула пухса кĕртсе тирпейлеççĕ. Мĕншĕн çакăн пек сахал техникăпа тесе ыйтма пултаратпăр эсир. Хуравĕ паллă: пысăк тухăçлă технологи çине куçнăран. Тырă акмалли 1 комплекс 10 пин гектар çинчи пĕтĕм ĕçсене пурнăçлать, çакăн чухне пĕтĕмпе те 4 оператора ĕçе тÿреммĕнех явăçтараççĕ.
Сăмах май, çак предприятире пирĕн тăрăхри пек тăпрана тарăна плугсемпе сухаласа хатĕрлемеççĕ, культиваторсемпе сухаласа-кăпкалатса е тăпрана çиелтен кăпкалатса хатĕрлеççĕ те уя ака агрегачĕ тухать. Çапла вара уй тăрăх темиçе агрегат чупмасть, тăпрана пусăрăнтарса хытармасть. Çакна асăни те питĕ вырăнлах пулĕ. 2003 çулхи апрелĕн 24-мĕшĕнче асăннă предприятин уйĕсенче тĕнче рекордне тунă: пĕр агрегатпа талăкра 571,9 гектар урпа акнă, çакăн чухнех тăпрана минераллă удобренисем хывса хăварнă.
- Уй-хир ĕçĕсенчи уйрăмлăхсем пирĕн тăрăхринчен пысăк-и?
- Уйрăмлăхсем чылай. Сăмахран, акса хăварнă тĕш тырă культурисенчен (тĕпрен илсен кĕрхи тата çурхи тулă, клейковинăпа пуянскерсем) вăтамран 50-60 центнер тухăç илмесен вĕсемшĕн пысăк çухату вырăннех. Вырса çапнă хыççăн комбайнсем хыççăнхи улăма пуçтармаççĕ, ăна сапалатса хăварса биоудобрени вырăнне усă кураççĕ. Улăм апат шутне кĕмест. Хĕвелçаврăнăш, кукуруза, соя – выльăх апачлĕх тĕп культурăсем.
Сăмах май, пирĕн патра ĕçре усă курмалли татах тепĕр самант çинче чарăнса тăрасшăн. Асăннă предприятире тыр-пул акакан, ăна пăхса тăракан тата пухса кĕртекен комплекс кашни гектар пуçне 15 литр дизтопливо тăкаклать, эпир вара 70-80 литр тăкакласа мĕн чухлĕ укçа пĕтеретпĕр.
Ĕç дисциплини питĕ çирĕп, эрех ĕçсе çапкаланса çÿрекенсене каçару çук. Çавна май тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракан çын та тивĕçлĕ ĕç укçи илет. Механизаторăн вăл уйăхра вăтамран 500 доллара, предприятийĕпе вара 300-350 доллара ларать.
- Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç отраслĕ пирки мĕн калама пултаратăр?
Ку енĕпе те пирĕншĕн тĕлĕнмелли, ăша хывмалли нумай пулчĕ. Предприятире 11 пин сысна, 1,5 пин пуç сумалли ĕне, 1,5 пин пуç страуссем (аш-какайлăх та, çăмартасем илме те) тытса тăраççĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукцине, ÿсен-тăран продукцине, вĕсен пахалăхне тĕрĕслемешкĕн лаборатори пур. Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенчен туяннă ĕнесем çулталăкра вăтамран 9 пин килограмм сĕт антараççĕ. Комбикорм, апат хутăшĕ хатĕрлесе тăрантарнă чухне тĕплĕ шута илнĕ баланслă апатпа тивĕçтерме тăрăшаççĕ, çакăн чухне кашни выльăхран анализсем илсе палăртаççĕ.
Выльăх апачĕ, кадрсем, йĕркеллĕ микроклимат – фермăсенче çирĕп пăхăнса пымалли условисем. Ĕне выльăхсене сăнчăрсемпе кăкарса тытмаççĕ, витесенче транспортерсем те çук. Ĕнесене талăкра 3 хут сăваççĕ, выльăхсене пăхса тăракансен те виçĕ смена.
- Эсир предприяти çакăн чухлĕ сысна тăнинчен тĕлĕнмерĕр-и?
Кунта та пирĕншĕн тĕлĕнмелли сахал мар пулчĕ. Калăпăр, самăртакан ушкăнри 250 пуç саснана 1 оператор пăхать. Витесенче тарăн айсарăм (пирĕн асаттесен йăлипе), улăм сарса парса тăраççĕ, дезинфекци ĕçĕсене тăтăшах пурнăçлаççĕ. Сыснасене типĕ апатпа тăрантараççĕ, талăкра 700-800 грамм таран ÿт хуштараççĕ. Самăртакан сыснасене çур çулта 110 килограма çитерсе аша ăсатаççĕ, çулталăкра – 24-26 пин пуç таран. Фермăсем пĕтĕмпех ангар формипе тунăскерсем, брезентпа витнĕскерсем. Вĕсенче пĕр транспортер та, алă ĕçĕ те çук. Сысна хăй ăшшипе, айсарăм ăшшипе хăйне питĕ лайăх туять.
Сăмах май, самăртакан ĕне выльăхсен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ 1,5 килограмран кая мар, çак кăтартăва предприятире 2,5 килограма çитерес тĕллевлĕ.
Предприяти тĕрлĕ продукци реализацилесе кунне 1 миллион тенкĕ укçа тăвать. Укçа мĕнрен тата епле тăвасси пирки питĕ тĕплĕ шутлаççĕ.
- Игорь Васильевич, Украинăра пулса курнă хыççăн мĕнле шухăшсем пуçа хытă вырнаçрĕç?
Вăл шухăшсем пуçра малтанах пулнă-ха, халĕ татах çирĕпленчĕç кăна. Эпир хамăр патра темĕн енĕпе те тапаланма пикенетпĕр: выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те, ÿсен-тăран çитĕнтерессипе те, ытти енĕпе те. Шел пулин те, чылай хуçалăхра вăл та, ку та пулса пĕтмест. Ман шутпа, пирĕн ял хуçалăх предприятийĕсен вăл е ку енĕпе конкретлă палăрăнса ĕçе кÿлĕнмелле, çакăн чухне чи малтанах çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртесси çине уйрăмах тимлĕх уйăрмалла. Тен, вăл е ку енĕпе ÿсĕмсем пысăкрах пулччăр тесен темиçе хуçалăх пĕр чăмăра пĕрлешсе вăй хуни те пăсмĕ. Пĕчченлĕх хальхи вăхăтра ура çинчи çирĕплĕхе палăртаймастех пулĕ.