Моргаушский муниципальный округ

Ăрусен çыхăнăвĕ ан татăлтăр

 

Ырă йăласем, ĕçсем ăруран ăрăва куçса пынине эпир пурте лайăх пĕлетпĕр, хăнăхнă. Чăн та, пирĕн районта учительсен, механизаторсен, ферма ĕçченĕсен династийĕсем сахал мар. Вĕсемпе эпир чăннипех мăнаçланатпăр.

Пирĕн пуласлăх – паянхи çамрăксенче. Вĕсен пурнăçĕ мĕнле пуласси ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрлех, учительсенчен нумай килет. Акă, Йÿçкасси тăрăхĕнче, Нина Петровна Афанасьеван династийĕ пирки кăштах каласа парас килет. Династи ĕçне пуçлаканĕ - Нина Петровнан ашшĕ Петр Васильевич Васильев. Вăл 1932 çулта шкулта директорăн хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен  çумĕ тата ĕç учителĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнă хыççăн каялла тăван шкула таврăннă, унта 21 çул хушши ĕçленĕ. Унăн ачисем пурте ашшĕн çулне суйласа илнĕ. Василий ывăлĕ математика учителĕ пулнă, шкулта виçĕ çул ĕçленĕ. Фронта хăй ирĕкĕпе кайса Прагăна ирĕке кăларнă чух пуçне хунă.

Нина хĕрĕ те 41 çул хушши пуçламăш классене вĕрентнĕ. Ĕçри хастарлăхшăн правительствăн нумай наградисене тивĕçнĕ. Унăн мăшăрĕ Н.А. Афанасьев та Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ пулнă, вĕсем Нина Патровнапа иккĕшĕ 4 ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Нина Петровнан хĕрĕсем те учитель ĕçне суйласа илнĕ. Юлия Никоновна Афанасьева (Герасимова) Йÿçкассинчи вăтам шкулта химипе биологи предметне  вăтăр çул ытла вĕрентет. Вăл «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăна тивĕçнĕ. Зоя Никоновна Афанасьева (Васильева) та 20 çул ытла ачасене биологипе вĕрентет.

Хальхи вăхăтра асламăшĕн ĕçне тăванĕсен ачисем, мăнукĕсем, кинĕсемпе кĕрÿшĕсем малалла тăсаççĕ. Вĕсен хушшинче математика учителĕсем те, физика тата физкультура учителĕсем те, университет преподавателĕсем те, библиотекарьсем те, садикри воспитательсем те, логопедсем те, пуçламăш класс учителĕсем те пур. Çак династин пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 392 çул шутланать.

- Вĕрентсе ăс-тăн панăшĕн, çын пулма вĕрентнĕшĕн, тавтапуç сана учителĕм, тавах, - теççĕ çак çынсене таврари çынсем.

- Хамăн ĕçĕм-хĕлĕмпе питĕ кăмăллă эпĕ, - каласа парать Нина Петровна. - Пурнăçа çĕнĕрен пуçлас пулсан, çавах учитель ĕçне суйласа илнĕ пулăттăм, - аса илет вăл иртнĕ кун-çулне. Унăн иртнĕ пурнăçĕ паянхи çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулса тăрать.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 апреля 2005
00:00
Поделиться