Моргаушский муниципальный округ

«Чирлисене сиплесси – манăн шăпа»

 

Очерк

Шупашкарти физикăпа математика шкулĕнчен вĕренсе тухнă Геннадий Огурцов экзаменсене вăхăт çитичченех пачĕ. Ара, спортпа туслăскерне, çăмăл атлетикăпа шкулта вĕренекенсен СССР спартакиадине кайма Чăваш республикин пĕрлештернĕ командине кĕртнĕ-çке. Унччен тата университета заявлени пама ĕлкĕрчĕ çеç мар, экзаменсене хатĕрленÿ курсĕ урлă кĕрекенсемпе парса, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультечĕн студенчĕ пулса  тăчĕ.

Ăмăртуран хаваслăн таврăннă каччăн, киле килсен, кăмăлĕ пăсăлчĕ. Çемье канашĕн йышăнăвĕ турĕ çакна.

- Пирĕн ывăл хĕрарăм профессине суйланă, - терĕ ашшĕ.

Гена тÿрех «вĕресе» (çамрăк мар-и, ара;) кайрĕ:

- Калăр,  ăçта каймалла вара ман;

- Медицинăна, - çирĕппĕн хуравларĕ лешĕ.

Нумай шутласа тăма вăхăт çук. Заявленисемпе ытти документсене йышăнма пăрахиччен тепĕр 3 кун çеç юлнă. Экономика факультетĕнчен докуменчĕсене пуçтарса, медицина факультетне кайса пачĕ. Хирург пулма шухăш тытрĕ. Вĕренме кĕчĕ. 1978 çулта вĕренсе тухрĕ. 1979 çулхи май уйăхĕнчен вара Г.М. Огурцов – районти тĕп больница хирургĕ. Халĕ ĕнтĕ кунта 3 çамрăк хирург: И.А. Воробьев, Л.Н. Андреев тата Г.М. Огурцов .Физиотерапине куçиччен Н.Ф. Куликов та хирург пулса ĕçлерĕ. Пултаруллă çамрăк специалиста тÿрех асăрхарĕç коллективра. Çав çулах вара, август уйăхĕнче, Геннадий Мефодьевича районти тĕп больницăн тĕп врачĕ пулма шанчĕç. Виçĕ çул тимлерĕ вăл çак ĕçре.

Тÿрех çăмăл тетĕр-и тата; Кирек епле ĕçре те опыт пухиччен йывăр. Тухтăр ĕçĕ пушшех кăткăс: сан аллунта çын пурнăçĕ вĕт. Çитменнине ун чух операцисене наркозсăрах тунă вĕт. Чирлисене пăхса чун ыратни, операци йĕркеллех иртĕ-ши, текен иккĕленÿ пулнах ĕнтĕ çамрăк тухтăрта.

- Тавах П.В. Клементьева операци сестрине, опытлăскер, çакăн пек йывăр самантсенче питĕ пулăшатчĕ. Çумри юлташчĕ, - аса илет халĕ Геннадий Мефодьевич.

Паянхи пекех астăвать-ха çак тĕслĕхе Геннадий Мефодьевич.Пĕр çыннăн хырăмлăх çĕрни уçăлса кайнă. Инкеке, ăна юрăхлă отрицательнăй резуслă  1 ушкăн юнĕ Шупашкарти юн ямалли станцире те çук. Юн вăйлă кайнипе чирлĕ çын тăнне çухатрĕ. Нумай шухăшлама вăхăт çук. Çав вăхăтра пуçран тăн! пырса çапрĕ шухăш.

- Ара, хирурги уйрăмĕнчех çак чирлĕ çынпа пĕр хушаматлă çын выртать. Тен, вăл çак çыннăн тăванĕ, - хыпăнса ÿкрĕ Геннадий Мефодьевич. Тухтăр йăнăшман иккен: лешĕ тăн çухатнă пациентăн тăванĕ пулнипе  пĕрлех тĕрĕслесе пăхнă хыççăн унăн юнĕ шăпах отрицательнăй резуслă 1 ушкăн юнĕ пулни паллă пулчĕ. Шупашкартан операци бригади çитиччен çынна вилĕмрен çăлчĕç.

Мĕн чухлĕ çакнашкал тĕслĕхсем пулчĕç пулĕ çак 26 çул хушшинче; Миçе çынна вилĕмрен çăлса хăвармарĕ пулĕ Г.М. Огурцов хирург; Мал ĕмĕтлĕскер, хăйĕн ĕçне чун-чĕре хушнă пек пурнăçлаканскер, 1986-1987 çулсенче ординатура пĕтерчĕ, вĕреннине республика больницинче практикăпа çирĕплетрĕ. Унтан кăшт маларах Л.Н. Андреев ординатура пĕтернĕччĕ.

Унччен вара 1982 çулта районти тĕп больница хальхи çĕнĕ çурта куçрĕ. Шăпах çак çултан пуçласа ĕнтĕ Геннадий Мефодьевич хирурги уйрăмне ертсе пыма пуçларĕ. Хирургсен йышĕ те ÿсме пуçларĕ: 1980 çулта В.Г. Данилов, унтан С.М. Васильев, Ю.А. Кузнецов ĕçе кÿлĕнчĕç. 

Пĕчĕккĕн наркозсăр операци тунă вăхăтсем хыçа юлса пычĕç. Хирурги уйрăмĕ аталанса пычĕ: 1989 çулта реанимаци уйрăмне  уçрĕç.

Паян вара районти тĕп больницăри хирурги уйрăмĕнче мĕнпур кăткăс операцисене тăваççĕ: пуçран пуçласа урари кăлтăксем таранах. Пуç миминче юн çывăрнă-и е лор енĕпе, пит çинче операцисем тумалла--и.; Ÿпке е чĕре сусăрăннă-и - çаксене те операци тăваççĕ кунта. Тĕпрен илсен, хырăмлăх органĕсене пĕтĕмпех операци туса сиплеççĕ. Мĕн тĕрлĕ кăткăс операцисем тумаççĕ пулĕ – результатсем йĕркеллех. Ку çеç-и; Çак хушăра мĕн тĕрлĕ специализаципе çĕнĕ операцисене тума пуçламарĕç пулĕ хирурги уйрăмĕнче; Мăн Сĕнтĕрти 2-мĕш номерлĕ районти больницăра юн тымарĕсене, геморрой пулсан , операцисем тăваççĕ. Районти тĕп больницăра та ку операцисене Ю.А. Кузнецов та, С.М. Васильев та, Г.М. Огурцов хăй те тăвать.

Çак хушăра травматологи енĕпе питĕ аталанчĕ хирурги уйрăмĕ. Халĕ унта республикăри больницăра ирттекен операцисене те тăваççĕ. Л.Н. Андреев, акă, республикăра чи лайăх травматолог  ятне çĕнсе илчĕ.

Çакăн пек ăста специалистсем ĕçленипе çав тери кăмăллă Геннадий Мефодьевич. А.П. Афанасьев та ординатура пĕтерчĕ. Коллективра пурте килĕштерсе вăй хураççĕ.

Урологи енĕпе те специализациленнĕ хирурги уйрăмĕ. Малтан В.Г. Данилов ĕçлерĕ ку тĕлĕшпе. Халĕ – Н.А. Кожевников. Нумай кăткăс операцисем тăвать вăл. Мăн Сĕнтĕрти 2-мĕш номерлĕ район больницинче ку тĕлĕшпе В.А. Прокопьев хытă тимлет.

Çук, тунă çитĕнÿсемпе лăпланса, алла усса ларма пĕрре те кăмăл çук  Г.М. Огурцов ертсе пыракан коллективăн.

- Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов хăй хирург пулнăран пире ăнланать. Ертÿçĕ ăнлансан, ĕçлеме çăмăлтарах вĕт, - тет хирурги уйрăмĕн заведующийĕ. Унтан çапла хушса хучĕ :

-Çав хушăрах пирĕнтен çирĕп те ыйтать.

Вăхăта сая ямасăр тумалли операцисем. Дежурствăри вăхăтсем. Çапла майпа çывăрман вăхăтсем  çулталăкне 110-150 каçа та çитеççĕ. Çемье лăпкăлăхне кун пек чухне мăшăр çăлни  куçкĕретех. Лина Павловнапа студент чухнех çемье çавăрнăскер, Геннадий Мефодьевич мăшăрĕ çинчен çав тери çепĕç кăмăлпа калаçать:

Эпĕ ывăнсан телефон сассине те илтместĕп. 12-16 сехет çывăрма та пултаратăп. Вăл ăнланмасан, çĕр варринче больницăран килекен шăнкăравсене тытса, мана вăратса ямасан, çак таранччен хирургра ĕçлеме йывăртарахчĕ пулĕ. Пушă вăхăтра пулла кайма юратаканскерĕн, çакна валли вăхăчĕ те сайрарах çав.

Огурцовсен икĕ ачи те ашшĕ-амăшĕн çулĕпе кайрĕ. Тĕрĕсрех каласан, ывăлĕ ашшĕ çамрăк чухне пурнăçа кĕртеймен ĕмĕтне пурнăçларĕ: медицина факультетĕнче çулталăк çурă вĕренсен, чунĕ медицина енне мар, экономика енне туртăннине çирĕппĕнех ăнланса илчĕ.

-Вĕренме пăрахатăп,-терĕ вăл ашшĕне.-Экономист пулас килет.  Геннадий Мефодьевич умне хăйĕн çамрăклăхĕ тухса тăчĕ. Ывăлне хирĕçлемерĕ. Паян Алеша- экономист, çемьеллĕ. Темиçе кун каялла 50 çул тултарнă Геннадий Мефодьвич-  асатте те:мăнукĕ ÿсет.

Хĕрĕ Мраианна  вара пĕр иккĕленмесĕр медицина факультетне пĕтерчĕ. 6 курсра çеç ăна пĕр ыйту канăç памарĕ. Хăш специальноçа алла илес;  Кунта ăна ашшĕ тĕрĕс сĕнÿ пачĕ.

-Аннÿ çулне суйласа  ил . Мĕнле пулсан та,  куç чирĕпе çынсем вилмеççĕ. Паян вара Марианна - амăшĕ Л. П. Огурцова пекех окулист, Мускавра ĕçлет.

-Ÿкĕнместĕр-и экономист пулас çĕртен пурнăç çулне медицинăпа çыхăнтарнăшăн;

Геннадий Мефодьевич шухăшлăн çапла каласа хучĕ:

-Хам нимпе те пулăшма пултарайман чухне (кая юлса сахал килеççĕ-и больницăна пациентсем; Е пĕр-пĕр инкеке пула пурнăç татăлни те пулать вĕт-ха) пĕр-ик хутчен ÿкĕнни те пулнă. Вилĕм аллинчен çынна туртса илесси манран килмен чух.Халĕ ÿкĕнместĕп. Çынна вилĕмрен çăлса, çĕнĕрен пурнăç парнелени-çакă хăех вăл мĕн пысăкăш телей. Çакă вăл- манăн шăпа.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
23 апреля 2005
00:00
Поделиться