Моргаушский муниципальный округ

Çур аки умĕн

 

Ĕçĕ нумай: çанă тавăрсах ĕçлер

Çанталăк ăшăтни, юр кайса пĕтни,пĕрремĕш çумăрсем çуса иртни алăк умĕнче çур аки тăнине пĕлтерет. Çулталăклăх çурхи кун хресченĕн канăçне вĕçтерчĕ. Паян çĕр ĕçченĕ иртен пуçласа каçченех çур акине хатĕрленни чикĕллĕ яваплăхлă «Волга»  обществăра та курăнать. Виçĕм кун, апрелĕн 21-мĕшĕнче, хуçалăх ертÿçипе Юрий Вячеславович Даниловпа общество ĕçченĕсем çур акине епле хатĕрленнипе паллашрăмăр.

Çĕр улми Шашкар ял хранилищинче Г. Архиповапа В. Корпусова ертсе пыракан 1-3-мĕш уй-хир бригадисен ĕçченĕсем çĕр улми суйлама пуçланăччĕ.

- Икĕ бригадăна пĕрле ĕçлеттеретпĕр. Иртнĕ эрнере хĕлле хире лашапа кăларнă тислĕке салатрăмăр, унта çĕр улми пусси пулĕ. Халĕ пĕрле пухăнакан 25 ĕçченпе çĕр улми суйлатпăр. Кунта вăл 65 тонна, - терĕ ĕçрен пушаннă вăхăтра Г. Архипова.

Пĕрисем çĕр улми суйланă вăхăтра тепĕр ушкăн Н. Жигалова кладовщица патĕнче вăрлăхлăх тырра алаççĕ.

- Малашлăха пăхса ĕçлетпĕр. Пĕлтĕр 15 гектар çĕр  улми лартса çуррине юр айне хăварни чыс тумасть. Çĕр улми кăлармалли комбайн туяннине тата вырăнти çынсен тăрăшулăхне шута илсе кăçал 60-80 гектар çĕр улми лартма, 150 гектар тулă, 120 гектар урпа, ытти культурăсем (пурĕ 400 гектар) акма тĕллев пур. Çур аки валли туллăн элита сортне 30 тонна туянтăмăр, çывăх кунсенчех элита  урпа 20 тонна элита тулă 10 тонна килмелле. Çур аки валли хальлĕхе 10 тонна минераллă удобрени, 12 тонна дизтопливо, 13 тонна бензин пур. Запас пайĕсем çителĕклĕ туяннăран паян тĕп ĕçсем техникăна ака-сухана хатĕрлессипе пыраççĕ, - терĕ общество ертÿçи Ю. Данилов.

Техника

«Волга» обществăра кăçал хире 7 МТЗ, 2 ДТ-75, пĕр Т-25 тухмалла. Белоруçсенчен 4-шĕ хуçалăхăн, 3-шĕ хуçалăх ĕçне айккинчен явăçтармаллисем. Çаксем тата 3 сеялкăпа 3 культиватор, йывăр дисклă 2 сÿре, 4 сухапуç валли запас пайсем çителĕклĕ кÿрсе килнĕ. 5 МТЗна сăрласа çĕнĕ сăн кĕртнĕ, кăкарса ĕçлемелли агрегатсене  ĕçе 100 процент хатĕрленĕ, хире тухмалла çеç. Халĕ тракторсем тĕлĕшпе юлашки ĕçсем пыраççĕ. Çак кун хуçалăхра иртнĕ техника тĕрĕслевĕ те Шашкарсем кăçал ытти çулхисенчен вăр-вартарах пулнине кăтартрĕ: Г. Сеньков, А. Квасов, Ю. Мокеев механиазторсен тракторĕсем ĕçе хатĕр ĕнтĕ. Юхăннă МТЗ-80 трактора тытнă Н. Семенов та юсав ĕçне вĕçленĕпе пĕрех. А. Леонтьев ДТ-75 хурçă ута павян-ыран мастерскойĕнчен кăлармалла.

- кăçалччен пĕрер запас пайĕ шыраса вăхăт çухататтăмăр. Кăçал мĕн çуккине, кирлине пĕрле пăхса пĕрле илсе килни юсав ĕçĕсен çулне уçрĕ, - тет ĕç ĕмĕрне техникăпа çыхăнтарнă Афиноген Пагеев. - Механизаторсем çитеççĕ. Кашниех хатĕрленÿ ĕçĕнче тăрăшулăх кăтартать.

...Тăри юрри хресчене хире чĕнет. Çак пушă мар вăхăтра 69 çулхи Виталий Тимофеевич Пинарин тимĕрçĕ те хуçалăха çур акине  хатĕрленме пулăшать. «Çур аки пĕччен тумалли ĕç мар», - терĕ вăл куçĕсене хир енчен илмесĕр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
23 апреля 2005
00:00
Поделиться