Ялсен тирпей-илемне ан пăсăр
Ялсем тирпейлĕ пуласси хамăртанах килет. Кун пирки ЧР Административлă майпа йĕркене пăсни çинчен калакан саккунĕнче те пăхса хăварнă.
1.Унăн 10-мĕш статйипе килĕшÿллĕн хуласемпе ялсен хăтлăхĕн çирĕплетнĕ правилисене пăснă граждансене асăрхаттараççĕ е чи пĕчĕк ĕç укçин икĕ виçинчен пуçласа 10 виçи таран штраф тÿлеттереççĕ, должноçри çынсене-чи пĕчĕк ĕç укçин 5 виçинчен пуçласа 15 виçи таран, юридически лицосене-чи пĕчĕк ĕç укçин 100 виçинчен пуçласа 200 виçи таран.
Çав ĕçсенех çак статьян 1-мĕш пайĕпе çулталăкра административлă майпа наказани панă граждансене чи пĕчĕк ĕç укçин 5 виçинчен пуçласа 15 виçи таран, должноçри çынсене чи пĕчĕк ĕç укçин 10 виçинчен пуçласа 20 виçи таран,юридически лицосене чи пĕчĕк ĕç укçин 200 виçинчен пуçласа 300 виçи таран штраф тÿлеттереççĕ.