Моргаушский муниципальный округ

Ял пурнăçĕнче старостăсен пĕлтерĕшĕ пысăк

 

Кăçал çуркунне ытти çулхисенчен каярах юлса килчĕ пулсан та, иртсе кайнă вăхăта пĕр самантрах хăваласа çитрĕ. Пĕр эрне хушшинче юр çав тери нумай ирĕлчĕ. Умра - çур аки, çуллахи хĕрÿ ĕçсем.

Уй-хирти, пахчари ĕçсене пурнăçланипе пĕрлех çак вăхăтра ялсене, урамсене тирпей-илем кĕртессипе ĕçлемелле, йывăçсем лартмалла т. ыт. те.

Ял пурнăçĕнче ятаростăсем паллă вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем ял администрацийĕсене кирек епле ĕçре те пулăшаççĕ. Нумай çĕрте вĕсем пысăк активлăхпа, пуçарулăхпа палăрса тăраççĕ, ял çыннисем умĕнче пысăк хисепе тивĕçеççĕ.

Халĕ те ял старостăсем умĕнче пысăк та яваплă задачăсем тăраççĕ. Шăпах çавсем пирки пычĕ те ĕнтĕ калаçу апрелĕн 15-мĕшĕнче районта иртнĕ канашлура. Унта старостăсемпе пĕрлех ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç.

Канашлура нумай ыйтусене сÿтсе яврĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ капиталлă страоительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçи В.Г. Никитин ялсене тирпей-илем кĕртесси çинче тĕплĕн чарăнчĕ. Çак тĕллевпех ĕнтĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ кăçалхи апрелĕн 7-мĕшĕнче ялсене тирпей-илем кĕртме уйăхлăх ирттересси пирки 175 № йышăну тунă. Унпа килĕшÿллĕн, апрелĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа майăн 10-мĕшĕччен пур çĕрте урамсене, килкартисене çÿп-çапран тасатса тирпей-илем кĕртмелле. Чăваш çынни мĕнĕлĕкренех мăнкун уявĕ çитиччен пур çĕрте те тасатса тирпейлеме тăрăшнă.

ЧР Президенчĕ 2004 çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнче «Садсемпе парксен çулталăкĕ çинчен» 107 № Указ йышăнчĕ. Çакă вăл пур çĕрте те тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшмаллине, йывăçсем ытларах лартмаллине пĕлтерет. Унсăр пуçне ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров кăçалхи мартăн 30-мĕшĕнче «Йыăвç ларт тата ăна упра» ятпа йывăç кунне ирттересси çинчен 30 № Указ кăларчĕ. Унăн тĕллевĕ: халăха экологи тĕлĕшĕнчен воспитани парасси, территорисене тирпей-илем кĕртесси, йывăçсем лартса симĕслетесси. Йывăç кунне çуркунне апрель уйăхĕн вĕçĕнче, çу уйăхĕн пуçламăшĕнче, кĕркунне сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче октябрь пуçламăшĕнче кашни çулах ирттереççĕ. Йывăçсене лартса хăварнипе кăна çырлахмалла мар, вĕсене упраса ÿстермелле.

Çавăн пекех районта çулсеренех «чи кăтартуллă ял», «чи кăтартуллă харпăр хăй хуçалăхĕ» смотр-конкурс ирттереççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Ю.А. Ивановăн ятарлă йышăнăвĕпе çак смотр-конкурса ирттерме комисси туса хунă (председателĕ В.Г. Никитин) тата положенине те çирĕплетнĕ. Кăçал смотр-конкурс май-июль уйăхĕсенче пилĕк номинацисемпе иртет: 1) ялсене тирпей-илем кĕртсе симĕслетессипе чи лайăххине палăртаççĕ* 2) организаци тирпей-илем кĕртсе йывăçсем лартассипе* 3) социаллă сферăри учрежденисене тата вĕсен йĕри-таврашĕнчи территорисене тирпей-илем кĕртессипе* 4) урамсене йывăç лартса тирпей-илем, тасалăх кĕртессипе* 5) кану кĕтесĕсем йĕркелессипе тата чечексем лартассипе. Районта мала тухнисем çак номинацисемпех республикăри смотр-конкурса хутшăнма пултараççĕ. Çак ĕçсенче ял старостисем те пуçарулăх кăтартса, субботниксем ирттерсе, конкурса хутшăнса малти вырăнсене йышăнма пултараççĕ. Урам варринче хытхура ашкăрса ларни никама та чыс тумасть.

Çурхи вăйлă шыв юххи чакрĕ ĕнтĕ. Телее ăна пула кăçал районта инкексем пулмарĕç. Анчах та ку лăпланмалли сăлтав мар çуртсен никĕссем ишĕлесрен, пĕвесемпе плотинасем татăлса каясран сыхланмалла. Çурхи шыв-шур инкек кÿресрен сыхланассипе кăçал Ильинка, Уйкас Янасал, Шурча, Турай, Йÿçкасси, Ярославка ял администрацийĕсен территорийĕсенче уйрăмах лайăх ĕçленĕ. Çакна палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнчерайон администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕн ертÿçи Н.П. Милютин.

Çу кунĕсем çитсе пынă май пушарсенчен сыхланасси те малти вырăна тухса тăрать. Иртнĕ çулта апрелĕн 15-мĕшĕ тĕлне районта 8 пушар пулнă. Кăçал çак тапхăрта 6 хутчен вут-çулăм алхаснă, вĕсенчен 5-шĕ – харпăр хăй хуçалăхĕсенче. Пушарсен сăлаивĕсем: вут-кăварпа, электроприборсемпе асăрханса усă курманни, кăмакасемпе, мăрьесем юсавсăр пулни. Çуллахи каникул кунĕсем çывхарнă май ачасем шăрпăкпа айкашса инкек кÿресрен уйрăмах асăрхануллă  пулмалла, тимлĕхе пĕр самантлăха та çухатмалла мар. Хуçалăхсенче те пушар машинисем яланах юсавлă пулччăр.

Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Е.Д. Макаров канашлура районти преступленисен шайне, вĕсен сăлтавĕсене тишкерчĕ. Пĕлтĕр çулталăк пуçланнăранпа 72 преступлени тунă пулсан, кăçал вĕсен хисепĕ 120-е çитнĕ. Пĕр енчен илсен, ку вăл районта халăх милицисене ытларах шанма пуçланине пĕлтерет. Çынсем хăйсене хÿтĕлеме, пулăшма ыйтса шалти ĕçсен пайне ытларах пынă. Тепĕр енчен илсен, преступленисен хисепĕ ÿсни профилактика ĕçне вăйлатмалли çинчен калать. Кăçал преступленисене ытларах Муркаш (24), Москакасси (17), Турай (12), Мăн Сĕнтĕр (8) ял администрацийĕсенче тунă. Право йĕркине пăсасран асăрхаттарас тĕлĕшпе ирĕклĕ халăх дружинисем тивĕçлĕ  вырăн йышăнмалла. Спирт пур шĕвексем, тĕрлĕрен суррогатсем сутакансемпе те кĕрешмелле, мĕншĕн тесен преступленисенчен чылайăшне ÿсĕрле тăваççĕ. Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен, старостăсен те преступленисем тунă çĕре пымалла. Урăхла каласан, вĕсен шалти ĕçсен пайĕпе, милицин участокри инспекторĕсемпе, друджинниксемпе пĕрле ĕçлесе преступлени тăвассине чакармалла. Çĕроехи хуралсем йĕркелессине те манмалла мар.

Канашлура çавăн пекех вырăнти самоуправлени реформи, çĕр пайĕсене илмелли йĕрке çинчен, строительство ĕçĕсем (çурт лартма) валли тата газ кĕртме çăмăллатнă кредитсем илесси т. ыт. ыйтусене пăхса тухрĕç. Тухса калаçакансем ял старостисен нумай ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.

Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов пĕтĕмлетрĕ. Малтанах вăл районăн пĕрремĕш кварталти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинче чарăнчĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, кăçалхи çак тапхăрта промышленноç предприятийĕсем япăхрах ĕçленĕ. Уйрăмах Мăн Сĕнтĕрти юсвпа техника предприятийĕ тата Муркашри сĕт завочĕн кăтартăвĕсем чылай чакнă. Çав вăхăтрах «Çеçпĕл» ООО нумай лайăхрах ĕçленĕ. Вăл ял хуçалăх отраслĕн ĕçне те тишкерчĕ. Кăçал, сăмахран, кашщни ĕнерен 10-шар килограмм сахалтарах сĕт суса илнĕ. Çакă вăл пурнăçри йывăрлăхсемпе мар, хамăр çаврăнăçусăр пулнипе çыхăннă. Ĕçре хавхалану çукки, ĕç дисциплини хавшак пулни, çĕнĕ технологисемпе усă курманни, ĕçкĕпе иртĕхни каялла туртаççĕ паян, малалла кайма чарса тăраççĕ. Ку вара пĕтĕмпех хамăртан, кашнин ĕçлес кăмăлĕнчен килет. Хуçалăхсенче çĕрсем пушă выртни те килĕшÿллĕ мар, мĕншĕн тесен вăл халăх çĕрĕ, унта кашнин пайĕ пур. Çĕр харпăрлăх пулнине шута илсе унта харпăрлăх пек усă курмалла,  унран шухăш илмелле.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
19 апреля 2005
00:00
Поделиться