Моргаушский муниципальный округ

Хисеплĕ ветерансем, район çыннисем!

Эпир, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен пĕр ушкăнĕ, сире Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине уявлас умĕн çапла чĕнсе калатпăр. Эпир пурте вăрçă нуши-хуйхине хамăр çинче тÿссе ирттернĕ çынсем. Çăмăл килмерĕ Аслă Çĕнтерÿ. Районтан фронта вунă пине яхăн çын çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайрĕ. Вĕсенчен çурри ытла каялла килĕсене таврăнаймарĕ, паттăррăн çапăçса пуçĕсене хучĕ. Тылра та канăçа пĕлмесĕр ырми-канми тăрăшса фронта пулăшнă, çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă. Вăрçă хыççăн та нумайăшĕ йывăр сурансене пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕç. Пирĕн вĕсене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытса пурăнмалла.

Халĕ, çак пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв умĕн, районта "Хамшăн тата çав каччăшăн" акци пырать. Çак вăхăтра палăксене юсаса çĕнетме, Çар Мухтавĕн музейĕсене йĕркелесе çитерме тата вăрçă ветеранĕсене чыслама Çĕнтерÿ фондне укçа пухаççĕ.

Анчах та Аслă Çĕнтерÿ юбилейĕ кунсерен çывхарса пырать. Уява лайăх хатĕрленсе кĕтсе илме чылай ĕçсем пурнăçламалла. Ăна валли сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Çавăнпа та эпир, вăрçă тата ĕç ветеранĕсем, сире пурне те çак акцие хутшăнса вăй çитнĕ таран пулăшма чĕнсе калатпăр, хамăр та укçан пулăшу паратпăр. Эсир пире ăнланса çак ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хывасса шанса тăратпăр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
19 апреля 2005
00:00
Поделиться