Моргаушский муниципальный округ

Чĕмпĕр шкулĕ евĕрех вăл

 

«Ырă ут пуласси тихаран паллă, ыр çын пуласси ачаран паллă», - теççĕ Халăхра. Шупашкарти Г.С. Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци вĕрентÿ центрÿ вара ултă уйăхра кăна пулин те, республикăри ятлă-сумлă шкулсенчен пĕри вăл. Вĕрентÿ центрĕ Г.С. Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицей-интернатне тата Республика лицей-интернатне пĕрлештерсе тăрать. Центр директорĕ – Муркаш ен çынни Станислав Порфирьевич Григорьев. Çавăн пек пысăк вĕренÿ заведенине ертсе пыма, паллах, çăмăл мар, анчах çирĕп тĕллевлĕ, хастар, тăрăшуллă директор шкул штурвалне ăста тытать. Унăн вăй-хăвачĕн, ĕçченлĕхĕн вăрттăнлăхĕ – ачасене юратнинче, шкул пурнăçне чунтан парăннинче...

Чăваш наци вĕрентÿ центрĕ икĕ уйрăмран тăрать. 1-мĕш уйрăмра арçын ачасем кăна ăс пухаççĕ. Кунта физика, математика, хими, экономика предмечĕсене ытларах вĕренеççĕ. 2-мĕш уйрăмра музыка, математикăпа физика тата чăваш чĕлхипе литература енĕпе тарăн пĕлÿ пухаççĕ.

Центрта Чăваш Республикин талантлă та пултаруллă ачисем вĕренеççĕ. Хăйне евĕр И.Я. Яковлевăн Чĕмпĕр шкулĕ пекех вăл: кунта пулас ăсчахсем, сăвăçсем, композиторсем ăс пухаççĕ. Ачасем центрта пĕтĕм хастарлăхне пухса нумай енлĕ тарăн пĕлÿ илеççĕ, шухăш-кăмăл енĕпе пуянланаççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ, тавра-курăмне ÿстереççĕ. Ахальтен маро центр вĕренекенĕсем – хула, республика, Раççей олимпиадисен çĕнтерÿçисем. Центрта чăваш çĕршывĕн кĕмĕл сассисем – Олеся Иванова, Олеся Жувакова, Гавриль Возяков ăс пухаççĕ. Муркаш ен хĕрачи Наташа Вострюкова та шăнкăрав пек сасипе куракансене чăннипех те тыткăнлама пултарать.

Вĕрентÿ центрĕнче ăста педагогсем ачасен чун-чĕринче тăван халăх чĕлхине, культурине хисеплес туйăма çирĕплетсе хăварма тăрăшаççĕ. Чăваш чĕлхисĕр пуçне центр вĕренекенĕсем акăлчан, нимĕç, турккă чĕлхисене тилмĕрсе вĕренеççĕ.

Пушă вăхăта та ачасем усăллă ирттереççĕ. Вĕренекенсемшĕн яланах спортзал, компьютер класĕ, библиотека уçă. Тĕрлĕрен конкурссем, викторинăсем, литература каçĕсем йĕркелени ачасен пурнăçне илем кÿрет.

Çапла пурăнать Г.С. Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци вĕрентÿ центрĕ. Тарăн пĕлÿшĕн çунакан пултаруллă чăваш ачисем валли центр алăкĕ яланах уçă.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
19 апреля 2005
00:00
Поделиться