Çамрăклах преступлени тумалла-и?
Кашни ашшĕ-амăшех хăйĕн ачисене тĕрĕс воспитани памалла пек. Анчах та пурнăçри тĕслĕхсем çакă пур чухне те кирлĕ пек пулманнине çирĕплетсе параççĕ. Сăмах кунта районта çул çитмен çамрăксем хутшăннипе тунă преступлени шучĕ ÿсни пирки пырать. Акă, иртнĕ çулхи 3 уйăхра çул çитмен 4 çамрăк хутшăннипе 3 преступлени пулнă пулсан, кăçалхи январь-март уйăхĕсенче 10 преступление çул çитмен 17 çамрăк хутшăннă.
Шел пулин те, ачасем шкулта вĕреннĕ чухнех преступлени тума пуçлани палăрать. Иртнĕ çулхи малтанхи 3 уйăхра 3 шкул ачи преступлени тунă пулсан, кăçал çакăн йышшисем – 9ăна çитрĕç. Вĕсенчен пĕри (пĕлтĕр 2ĕн) 14 çула та çитмен.
Кăçал çул çитмен 12 çамрăка эрех ĕçнĕшĕн административлă майпа ответ тыттарнă.