Моргаушский муниципальный округ

Ыр кăмăллăхăн чикки ан пултăр

Районта «Хамшăн тата çав каччăшăн» акцие хутшăнакансен йышĕ ÿссех пырать. Иртнĕ ытлари кун тĕлне тĕрлĕ предприятисем, уйрăм çынсем пĕтĕмпе 41535 тенкĕ укçа куçарнă пулсан,  ĕнерхи кун тĕлне Çĕнтерÿ фондне  пырса кĕнĕ укçа хисепĕ 71972 тенкĕпе танлашнă.

Укçа куçаракансен шутĕнче çаксем: «Моргаушрайбыт» ООО – 3 пин тенкĕ, Муркашри район сучĕ – 660 тенкĕ, «БТИ» МУП – 1500 тенкĕ, çар комиссариачĕ – 2600 тенкĕ, 13 № Аптека – 2000 тенкĕ, Издательство çурчĕ – 850 тенкĕ, Муркашри вăтам шкул учителĕсем – 3500 тенкĕ, Л.В. Николаеван «Визит» ЧП – 3000 тенкĕ, «ВАЮВ» ООО – 1000 тенкĕ, «Муркаш» ООО – 1000 тенкĕ, район администрацийĕн капиталлă строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ – 353 тенкĕ, «И.Н. Никитин» ЧП – 1000 тенкĕ куçарнă.

Уйрăм çынсем те вăй çитнĕ таран çак акцие хутшăнаççĕ. Акă, Муркаш ял администрацийĕнчи А.К. Капитонов вăрçă участникĕ – 200 тенкĕ, Г.М. Толстова, Р.В. Бельская, Ф.А. Григорьева ĕç ветеранĕсем 100-шер тенкĕ парса пулăшнă. Çĕнтерÿ уявĕн юбилейĕ умĕнхи акци малалла пурать.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
18 апреля 2005
00:00
Поделиться