Моргаушский муниципальный округ

Социаллă ĕçри мал туртăмлăх

- Райпон тĕллевне ăнланатпăр. Вăл ялти - потребкооперацин социаллă пурнăçри малалли ăнтăлу. Ахаль  пурнăçа лайăхлатассишĕн çеç мар, социаллă аталанăва анлă çул парассишĕн  ĕçлетпĕр, - терĕ калаçу пуçламăшĕнче Çатракассинчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕн ертÿçи Е. Михайлова.

Кунти ĕçченсем магазин кооператив участокĕн центрĕ çеç пулманнине, вăл пайщиксемпе çыхăну тытмалли тĕп сыпăк иккенне ăнланаççĕ. Çакна пурнăçласа пырса сутуçăсем пайщиксен ачисем тĕлĕшпе те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Виçĕ çул каялла Муркаш райповĕ Пăсăрманти тата Çатракассинчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕсем çумĕнче ача-пăчан выляв лаптăкĕсене йĕркелерĕ. Иртнĕ çу кунĕсенче вĕсенчен ачасен хаваслă сасси каймарĕ. Ку вара паянхи райпон, магазинсен çĕнĕ пурнăçри сăн-пичĕ. Çак çĕнĕлĕхе хакласа Раççей Федерацийĕнчи потребительсен обществисен Тĕп союзĕ 2004 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе Çатракассинчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕ çумĕнчи ача-пăча лаптăкне "Ача-пăчасен чи лайăх лаптăкĕшĕн" конкурсра "Ÿснисемпе ачасем - лаптăк шефĕсем" номинаци çĕнтерÿçи тесе палăртнă. Çак дипломах Л. Зайцева ертсе пыракан Пăсăрманти куллен кирлĕ таварсен магазинĕ çумĕнчи ача-пăча лаптăкĕ те тивĕçнĕ.

Социаллă ĕçри малтуртăмлăх (икĕ магазин та ял çыннисен ытларах ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе тимлеççĕ) магазинсен ĕç кăтартăвĕсем çинче те палăрать. 2004 çулта Çатракассинчи магазин 4063 пин тенкĕлĕх, Пăсăрманти магазин милллион çурăна яхăн тенкĕлĕх тавар сутнă.

А. Белов.

Çатракассинчи куллен кирлĕ таварсен магазинне яллă вырăнта хальхи вăхăтри кооперативлă магазин теме пулмасть-им вара; Иккĕленÿ çук.

Çак çĕнĕлĕх "Ача-пăчасен чи лайăх лаптăкĕшĕн" Раççейри конкурс çĕнтерÿçи пулса тăчĕ (Çатракасси).



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
14 апреля 2005
00:00
Поделиться