Савăнтăмăр та, хурлантăмăр та
Мартăн 26-мĕшĕнче Кашмашри Культура çуртĕнче театр кунне ирттерчĕç. Шупашкарти академи драма театрĕн артисчĕсем "Пурçăн кÿлĕ вăрттăнлăхĕ" спектакле лартса пачĕç. Драмтеатр директорĕ те пĕрлех килсе çитнĕ, Кашмашри драмкружока çав тери илемлĕ декораци парнелесе хăварчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова, культура пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева саламĕсемпе парнисем те хавхалантаруллă пулчĕç.
Пире, ялта пурăнакансене, çакăн пек уявсем туса пани çав тери лайăх, мĕншĕн тесен хулана тухса çÿремешкĕн вун-вун тĕрлĕ йывăрлăх.
Унччен эрне маларах Кашмашри Культура çурчĕ çумĕнчи драмкружок членĕсем те "Уйăх тулнă каç" спектакле выляса савăнтарчĕç. Драмкружока чылай çулсем хушши ĕнтĕ Роза Петровна Николаева ерсе пырать. Таланчĕ тĕлĕнмеллех унăн: çипуçĕсем енĕпе те, выляв енĕпе те, декораци енĕпе кашни спектакльте çĕнĕлĕхсем кăларсах тăрать. Спектакльте вылякансем те чылай çулсем ĕнтĕ пĕр çынсемех: Николай Алексеевичпа Галина Павловна Ершовсем, Лев Андреевич Яриков (колхоз председателĕн рольне выляма кăмăллать), Елена Тихонова, Тамара Цвыга, Петр Борзаев, Ерзуковсем т. ыт. те.
Юлашки вăхăтра сцена çине кăларнă спектакль-драма куракансен чун-чĕрине ыраттаратех. Чăнах, пурнăçра та çаплах пулнă-çке: вăрçа пула мĕн чухлĕ хĕрарăм мăшăрсăр юлнă, ачасем - ашшĕсĕр. Теприсен вара, Марине пеккисен (спектакльте вăл роле Роза Петровна вылять) упăшки вăрçăран пачах та таврăнайман. "Эх, пурнăç, хăвăн виçеллĕ телейне те пĕр пек валеçмерĕн эсĕ. Пурнăçра эпĕ çак таранччен никама та, пĕр чĕптĕм те усал тумарăм, апла пулин те ман ума инкекĕпе хурлăхĕ лавĕ-лавĕпех килсе тăраççĕ", - текен сăмахсем чĕрене пăчăртаса ыраттараççĕ.
Тавтапуçах драмкружок членĕсене пурне те, спектакльсенче выляма ÿркенменшĕн, тăрăшса ĕçленĕшĕн, халăха савăнтарма пултарнăшăн. Эпир сире сцена çинче малашне те ăнăçусем кăна сунатпăр.
Çак сăмахсене эпĕ куççульпе çыратăп. Эпир вăрçă вăхăтĕнче çитĕннĕ, хĕрсемпе каччăсем пулсах та çÿреймерĕмĕр. Мĕн чухлĕ ĕмĕте, шанчăка татрĕ вăл ылханлă вăрçă. Кашни киле, çемьене пăтратса тухрĕ. Ан пултăрччĕ текех вăрçă, тÿпере яланах сап-сарă хĕвел хăйĕн пайăркисене сапаласа ятăрччĕ, хăйĕн ăшшипе çынсене савăнтартăрччĕ, телей парнелетĕрччĕ.