Çамрăксен форумĕ пулнă
Апрелĕн 2-мĕшĕнче Чуманкасси ял администрацийĕнче çамрăксен форумĕ иртнĕ. Унăн девизĕ - "Çамрăксен пуçарулăхĕ". Форум ĕçне ялти çамрăксем, вĕренекенсем, воспитательсемпе учительсем, ветерансем, хăнасем чылаййăн хутшăннă, ăна Чуманкасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Г. Ковалева ертсе пынă.
Кунти çамрăксен ертÿçи В.Н. Николаева хăйсем ĕçĕ-хĕлĕсемпе паллаштарнă. Вăл çакна палăртнă: çамрăксен пуçарулăх ытларах кăтартмалла, ирттерекен мероприятисене активлăрах хутшăнмалла. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнĕ яа кунта аллея йĕркелеме палăртаççĕ.
Чуманкассинчи вăтам шкулти ачасен организацийĕн ертÿçи А. Никитина хăйсен ĕçĕсем çинчен, кунти социаллă педагог С.А. Кузьмина çамрăксен пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнусене мĕнле йĕркелесен лайăхрах пулни пирки каланă.
Район администрацийĕн представителĕ Г.З. Борисова (вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн методкабинет ертÿçи) çамрăксем умĕнче хальхи вăхăтра тăракан задачăсем çинче чарăннă.
Ял администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Г. Ковалева çемье, ĕç, пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсем çамрăксемшĕн çивĕч тăнине палăртнă, Аслă Çĕнтерÿ уявне хатĕрленсе паллă тунă çĕре çамрăксене активлăн хутшăнма чĕнсе каланă.
Ун хыççăн форумра "Ертÿçĕн мĕнле пулмалла;" ятпа конкурс иртнĕ, футболла тата волейболла выляссипе юлташла тĕлпулу пулнă. Чуманкассинчи вăтам шкулта вĕренекенсем концерт кăтартнă.