Уяв ячĕпе парне
Пирĕн республика та Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнине кĕтсе илме хатĕрленет. Министрсен Кабинечĕ уяв мероприятийĕсем ирттерме тата ветерансене пулăшу пама 14 миллион тенкĕ уйăрать.
Инвалидсемпе вăрçă участникĕсемсĕр пуçне 500 тенкĕпе пособие салтак арăмĕсене, вăрçă вăхăтĕнче аманнăран ачаран инвалидсене, пĕчĕкренех тыткăнра пулнисене параççĕ.
Октябрĕн 16-мĕшĕнче - суйлав
ЧР Патшалăх Канашĕн 23-мĕш сессийĕ (вăл ытлари кун ĕçлерĕ) вунă саккун йышăнчĕ.
Уйрăмах пĕлтерĕшли - "Чăваш Республикин çĕнĕрен йĕркеленнĕ хула тата ял халăхĕ пурăнакан вырăнсен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çинчен" саккунĕ. Вăл пĕр вăхăтрах муниципалитет пуçлăхĕсемпе депутачĕсене суйлама май парать. Вĕсен полномочи срокĕсем 5 çул пулаççĕ.
Суйлавсем вра кăçалхи октябрĕн 16-мĕшĕнче иртмелле.