Моргаушский муниципальный округ

Кĕнекесем - пирĕн шанчăклă туссем

 

Çапла пĕтĕмлетрĕмĕр эпир иртнĕ эрнере иртнĕ ача-пăча кĕнекисен эрнине. Юлашки çулсенче ачасене кĕнекепе çывăхлаттарас, вĕсене ăна вулама вĕренттерес акци вăй илсе те аталанса пырать.

Ача-пăча кĕнекисен эрнине ирттересси ĕнер-паян çуралнă ĕç мар. Ăна Л. Кассиль писатель пуçарнипе пĕрремĕш хут 1943 çулта - иккĕмĕш тĕнче вăрçи вут-çулăмĕнче - ирттернĕ. Ăна астăвакансем çапла аса илни пур: "1943 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче "Охотный ряд", "Свердлов тÿремĕ" метро станцийĕсенчен, трамвайсемпе троллейбуссенчен кивелнĕ-якалнă пушмаксем, саплăклă кăçатăсемпе курткăсем тăхăннă ачасем чупатчĕç. Ачасен шуранка та типшем сăнĕсем вĕсен вăрçăн иккĕмĕш хĕлне ирттернине пĕлтереççĕ - вăрçă йывăрлăхĕ ачасен куçĕнче. Анчах ачасем Союзсен Çурчĕн Колонна залĕ патне пынă чух вĕсен куçĕсенче чĕрĕлÿ сисĕнет. Кунта вĕсене çар тумтирĕ тăхăннă  арçынпа хĕрарăм кĕтсе илеççĕ: ача-пăча издательствин директорĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденлĕ Л. Дубровина тата тинĕс çар кителĕ çинче "Хисеп палли" орден ялкăшакан Л. Кассиль. Çав кун ачасем нумай паллă çыравçăсемпе тĕл пулчĕç, самантлăха вăрçă çинчен манса кĕнеке тĕнчине кĕчĕç". Çав кунран пуçласа çĕр-шывра çуркуннехи каникул умĕн ачасемпе çамрăксен кĕнекин эрнине ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Кăçал Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнă май çамрăк вулавçăсен çак уявĕн сĕмĕнче те Çĕнтерÿ пулчĕ.

Ярославка ял библиотеки те ача-пăча кĕнекисен эрнинчен айккинче юлмарĕ. Çак ĕçе хутшăнса эпир "Шанчăклă туссем" литература уявĕ, "Кĕнеке тинĕсĕсен штурманĕсем" урок, ÿкерчĕксен "Пире вăрçă кирлĕ мар" конкурсне, Аслă Отечественнăй вăрçă викторинине, "Тав сана, Çĕнтерÿçĕ-салтак" тĕл пулу ирттертĕмĕр. Ярославка Культура çуртĕнче Т. Запольская директор тăрăшулăхĕпе иртнĕ тĕл пулăва  вăрçă ветеранĕсем çиччĕн пычĕç, ачасемпе çамрăксене вĕсем йывăрлăхсене пуян пĕлÿпе тата туслăхпа çĕнме пултарнине, çакăнта библиотека тĕп вырăн йышăннине палăртрĕç.

"Шанчăклă туссем" литература уявне Нискассинчи 1-5 классенче вĕренекен ачасем уйрăмах хаваслă пухăнчĕç. Сăлтавĕ те пур. Савăнăçлă лару-тăрура "100 юлташ" номинацире "2004 çулхи вулавçă" ята параççĕ-çке. "100 юлташ" вăл 100 кĕнеке вуланине пĕлтерет. Çавăн пек пуян ачасем пур-и-ха; Паллах. Çак ята пиллĕкĕн тивĕçрĕç: Света Мурайкинапа Надя Казамбаева (5 кл.), Екатеринăпа Елизавета Ивановасем (3 кл.), Ирина Кольцова (2 кл.). 50-шар ытла кĕнеке вулакансем те ырă сăмаха тивĕç. Вĕсем: Анатолий Дмитриев (4 кл.), Гриша Данилов (3 кл.), Вика Иванова (2 кл.). Вĕсем кашниех парнесене тивĕçрĕç, кунран та ытла ытти ачасемшĕн вулавçă-тĕслĕх пулса тăчĕç.

Кĕнекепе туслашнă ачасене чыслани ашшĕ-амăшĕсене те вырăнтан хускатни сисĕнчĕ. Тарăн пĕлÿ пулни вара кашниншĕнех хăйĕншĕн: кĕнеке тĕнчинчи пĕтĕм ылтăн-кĕмĕлĕ - КĔНЕКЕ. Çакна ăнланса пирĕн библиотекăпа 600 ытла вулавçă тăтăш çыхăну тытать. Пысăк пайĕ - ачасемпе çамрăксем. Çапла пултăрччĕ ялан. Антонина Ильинична районти библиотека ĕçĕнче 1986 çултанпа вăй хурать. 1994 çултанпа вăл Ярославка ял библиотекине ертсе пырать. Паян А. Ефремова Шупашкарти культура институчĕнче "Информаци ресурсĕсен менеджерĕ" специальнăçе алла илет. Ăнăçу пултăр.

 

 

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
06 апреля 2005
00:00
Поделиться