Моргаушский муниципальный округ

Ветерансене манмаççĕ

Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çитет пулин те, çав кунсем паян та асран тухмаççĕ. Çав çулсенче манăн та нуши-хуйхине, йывăрлăхсене сахал мар тÿссе ирттерме тиврĕ. Вăрçă вăхăтĕнче эпĕ çар заводĕнче питĕ яваплă вырăнта ĕçлерĕм. Ун чухне канасси, хырăм выççи-тутти пирки шутлама та вăхăт пулман. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшнă.

Вăрçă хыççăн та манăн кун-çулăм çăмăл пулмарĕ. Ватлăх кунĕсенче тăр пĕччен тăрса юлтăм. Вăй хурса ĕçлеме, килти ĕçсене пурнăçлама халăм та юлмарĕ. Юрать-ха Хачăк Салинче пурăнакансем пулăшаççĕ.

Кăçал хĕл каçма вара Мăн Сĕнтĕрти ветерансен çуртне кайрăм. Кунта пире лайăх пăхаççĕ. Пысăк тав ветерансен çуртĕнче ĕçлекенсене, вĕсем пире килти пек усрама тăрăшаççĕ.

Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта вĕренекенсем те ветерансене манмаççĕ. Ветерансен çуртне час-часах килеççĕ, тĕл пулăва чĕнеççĕ. Учительсем те кунта çав тери ырă кăмăллă. Нумаях пулмасть эпĕ те шкул ачисемпе тĕлпулăва хутшăнтăм. Вăрçă çулĕсене аса илтĕм, хамăн сăвăсене вуласа патăм. Ачасем питĕ тимлĕн итлерĕç. Кунта вĕренекенсем хăйсем ăсталанă парнесемпе те ветерансене савăнтараççĕ. Çавăнпа та манăн Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулти педагогсене тата вĕренекенсене ветерансене манманшăн чун-чĕререн тав тăвас килет.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 марта 2005
00:00
Поделиться