Тĕп тивĕç -çынсемшĕн тăрăшасси
Кашни коллектив пурнăçĕнчех профсоюз организацийĕсен ĕçĕ çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кирек хăш предприятире е учрежденире пулсан та профсоюзсем чи малтанах ĕçлекен çынна хÿтĕлеме тивĕç. Унпа пĕрлех профсоюзсен коллективри производство калăпăшне ÿстерессишĕн, ĕç дисциплинине çирĕплетессишĕн те сахал мар тăрăшмалла - çакă вĕсен тĕп тивĕçĕ те.
Профком ертÿçисем те, кирек епле отрасльте пулсан та, улшăнса тăраççĕ. Вĕсен хăйсен тивĕçĕсене лайăх пĕлсе тăрас, ĕçлекенсен прависене хÿтĕлес тесен, саккунсене лайăх пĕлсе тăмалла, право йĕркине сыхлакан органсемпе тачă çыхăнса ĕçлемелле.
Çавна шута илсе ĕнтĕ районти профсоюзсен Координаци канашĕ (ертÿçи Ф.Ф. Григорьева) тĕрлĕ отрасльсенче профком председателĕсен семинар-вĕрентĕвне ирттерме йышăнчĕ. Унта профкомсен ĕçĕпе çыхăннă нумай ыйтусене пăхса тухрĕç.
Семинара кĕске сăмах каласа, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова уçрĕ. Вăл республикăри профсоюзсен канашĕн представителĕсемпе паллаштарчĕ, виçĕ енлĕ комисси ятарлă килĕшÿпе районта епле ĕçлесе пыни çинчен каларĕ. Виçĕ енлĕ комиссин ларăвĕ мартăн 22-мĕшĕнче пулнă* унта ял хуçалăх предприятийĕсен ĕç укçин тÿлевĕн парăмĕсене чакарасси пирки çирĕп калаçу пулнă. Профсоюз комитечĕсем ĕçлеççĕ, анчах та вĕсен хăйсен активлăхне татах та ÿстермелле, ĕç çыннисене ытларах хÿтĕлемелле.
Семинарта район прокурорĕ С.А. Фирсов районти профсоюзсен Координаци канашĕпе прокуратура тачă çыхăнса ĕçлесси çинче тĕплĕн чарăнчĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем иккĕшĕ те пĕр тивĕçе пурнăçлаççĕ - çынсен ĕç прависене хÿтĕлеççĕ. РФ Ĕç кодексĕпе килĕшÿллĕн, профсоюз представителĕсен хăйсен коллективĕсенче ĕç законодательствине тата ĕç правин нормисемпе çыхăннă ытти актсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесе тăмалла. Кун пирки РФ Ĕç кодексĕн 370 статйинче лайăх каласа хăварнă.
Мĕнле те пулин çитменлĕхсем тупса палăртсан, ĕç параканăн пĕр эрне хушшинче профсоюз организацине çав ыйтусене сÿтсе явни тата вĕсене пĕтерме мĕнле мерăсем йышăнни çинчен пĕлтермелле.
Ĕç законодательствине епле пурнăçланине тĕрĕслесе тăма профсоюзсен ĕçĕн право тата техника инспекторĕсене суйласа çирĕплетме ирĕк пур, вĕсем хăйсен профсоюз членĕсем епле условисенче ĕçленине кирек хăçан та пырса тĕрĕслеме пултараççĕ.
РФ Ĕç кодексĕпе тата "Професси союзĕсем, вĕсен прависемпе ĕçĕн гарантийĕсем çинчен" федераллă саккунсемпе килĕшÿллĕн, профсоюзсен прависене ĕçлекенсен ĕç правине хĕснине хÿтĕлес тĕлĕшпе чылай анлăлатнă. Шăпах çак енĕпе ĕнтĕ профсоюз организацийĕсемпе прокуратура органĕсен пĕрле тачă çыхăнса ĕçлемелле. Малалла хăйĕн сăмахĕнче район прокурорĕ С.А. Фирсов иртнĕ çулта çынсен прависемпе ирĕклĕхĕсене хÿтĕлес енĕпе мĕнле ĕçлесе пыни çинче чарăнчĕ. Ку тĕлĕшпе пĕлтĕр саккуна пăснă 598 тĕслĕх тупса палăртнă, 52 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Ĕç укçине вăхăтра тÿлеменшĕн, ĕçлекенсен Конституци правине пăснăшăн должноçри 39 çынна административлă майпа ответ тыттарнă, граждансен интересĕсене хÿтĕлесе 451 заявлени суда янă, 2 млн та 400 пин тенкĕ шыраса илме иск тăратнă. Йышăннă мерăсене пула ĕç укçин парăмĕсем чылай чакнă.
Ĕç сыхлавĕн законодательствине предприятисемпе организацисенче мĕнле пурнăçланине те тĕрĕсленĕ, чылай çитменлĕхсем тупса палăртнă. Производствăна тивĕçлипе йĕркелеменни, ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни, çак енĕпе вăхăтра инструктаж ирттерменни, ĕç вырăнĕсене аттестацилеменни тĕрлĕ инкексем патне илсе пыраççĕ те. Çак енĕпе йĕркелĕх пултăр тесен профсоюзсен те хăйсен çирĕп сăмахне каламаллах. Малашне профкомсемпе прокуратура ĕçченĕсем ку тĕлĕшпе пĕр чĕлхе тупасса шанас килет.
Семинарта ĕç параканпа ĕçлекенсем хушшинчи хутшăнусене йĕркелесси, РФ Социаллă страховани фончĕ урлă пособисем тÿлесси пирки республикăри профсоюзсен канашĕн право пайĕн ертÿçи Г.М. Германова, РФ Ĕç кодексĕпе килĕшÿллĕн, коллективлă договорсем хатĕрлесе йышăнасси пирки республикăри профсоюзсен канашĕн пай ертÿçи Н.И. Глазкова пĕлтерчĕç.
Семинарта çавăн пекех Пенси реформин ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕнче пенсин обязательнăй страхованийĕ çинчен" РФ Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи управленийĕн ертÿçи Е.М. Александрова, Ĕç сыхлавĕн уполномоченнăйĕсене вĕрентессине йĕркелесси пирки район администрацийĕн ĕç сыхлавĕн тĕп специалисчĕ Э.Ф. Иванова чарăнчĕç.
Çак ыйтусем пурте профсоюз комитечĕсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлас тĕлĕшри задачисемпе çыхăнса тăраççĕ. Апла пулсан, мĕн вĕренни усăллă пултăр, çынсен ĕç прависене, ĕç сыхлавĕн, ĕç хăрушсăрлăхĕн прависене хÿтĕлеме пулăштăр. Профсоюз организацийĕсем те хăйсен ĕçне çĕнĕрен чĕртсе ярса, вăйлатса пыччăр.
Семинар-вĕрентÿ ĕçне районти профсоюзсен Координаци канашĕн ертÿçи Ф.Ф. Григорьева пĕтĕмлетрĕ, пурне те малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕ.