Моргаушский муниципальный округ

Районти Культура çурчĕ - 50 çулта

Паян уяв Культура çурчĕн

Курсам, вăл 50 тултарать.

Савăнăçпа çиçет сăн-пичĕ,

Кун-çулĕпе мăнаçланать.

Районти Культура çурчĕ ĕçлеме пуçланăранпа кăçал шăпах 50 çул çитет. Çак уява хатĕрленсе, ăна тивĕçлипе паллă тума районти Культура çуртне мартăн 25-мĕшĕнче халăх йышлăн пухăнчĕ.

50 çул хушшинче мĕн чухлĕ артист куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарман пулĕ. Вĕсем хăйсен юрри-ташшипе çынсене пурăнма, ĕçлеме хавхалантарса тăнă. Хăйĕн кун-çулĕнче Культура çурчĕ сăн-сăпатне тем тĕрлĕ те улăштарчĕ. Апла пулин те, куракансем, артистсем хаваспах кунта çÿреççĕ. Культура çурчĕ уçăлсанах кунта çĕнĕлле художество пултарулăх ушкăнĕсем йĕркеленсе кайнă. Тĕрлĕрен спектакльсем, концертсем кăтартнă, агитбригада ушкăнĕсем йĕркеленнĕ, конкурссемпе фестивальсем ирттерме пуçланă. Интереслĕ кружоксем çамрăксене хăй патнелле йыхăрнă. Ытларах, каçхи пушă вăхăтра, халăх кино курма йышлăн çÿренĕ.

Уяв каçне уçса район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов нумай ăшă сăмахсем каласа саламларĕ, хаклă парне - музыка аппаратурин усилительне парнелерĕ. Нумай çул хушши культура ĕçĕнче вăй хунисене район администрацийĕн Хисеп грамотисене парса тав турĕ. Çавăн пекех культура, информаци политикин тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева тата Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин паянхи кун кунта тăрăшакан культура ĕçченĕсене, пултарулăх ушкăнĕсене, унта çÿрекен участниксене хавхалантарса тав сăмахĕсем каларĕç.

Культура ĕçченĕ вăл - хăйне евĕр асамçă çын. Ун пуçĕнче яланах асамлă шухăшсем. Нимĕнпе те ытлах палăрса тăман кунран та вăл чаплă уяв туса пама пултарать. Çакăн пек çынсем ĕçленĕ, ĕçлеççĕ те ĕнтĕ культура çурчĕсенче. Уяв каçĕнче тĕрлĕ вăхăтра директор, художество пултарулăх ертÿçи, методист, художник, ташă лартакан, кино кăтартас енĕпе ĕçленĕ юлташсем  те хутшăнчĕç. В.Г. Теплов (пĕрремĕш директор, хор йĕркелесе яраканĕ), М.М. Пафнутьева, Ю.Н. Николаев, Р.В. Белкова, М.В. Виноградова, И.Е. Мироваев, Ф.Ф. Григорьева, М.Б. Ягунов, Г.И. Иванов - ниепле те ырă сăмахсемпе асăнмасăр иртме çук çак пултаруллă çынсене. Юрă, ташă ушкăнĕсене çÿрекенсене те асăнса хăвармасăр иртме çук: Ю. Кириллов, Ю. Ефимов, М. Васильева, А. Михайлова, Л. Карлина, В. Абросеев, Р. Антонова, В. Сильвестров, В. Магаева, В. Ефремова, З. Ярикова, З. Кольцова, В. Викторов т. ыт. те хăйсен пултарулăхĕ сахал мар савăнтарнă куракансене. Çапла вара, пултаруллă çынсем тăрăшнипе çулран çул аталанса, çамрăкланса, çунат хушса пынă художество пултарулăх ушкăнĕсем.

Паянхи кун та Культура çуртĕнче тăрăшуллă ĕçченсем халăха килĕшекен уяв каçĕсем йĕркелеççĕ. Вĕсем тăрăшнипе тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ, конкурссемпе смотрсем иртеççĕ. Район шайĕнче ирттерекен уявсене йĕркелеççĕ, унсăр пуçне ытти организацисемпе предприятисене уявсем йĕркелесе ирттерме пулăшаççĕ.

Паянхи куна  илсен районти Культура çуртĕнче тĕрлĕ жанрлă художество пултарулăх ушкăнĕ ĕçлет. "Муркаш" фольклор ушкăнĕ (ертсе пыраканĕ Ф. Григорьева), çамрăксен вокалпа-инструменталлă ансамбль "Ночь" (А. Григорьев), çĕнĕ эстрада ушкăнĕ "Расна" йĕркеленчĕ, ку çĕнĕ коллектива ертсе пыраканĕ В. Ильдяков. Пурте çаксем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç уяв каçĕнче. Тĕрлĕрен кружоксем ĕçлеççĕ кунта: тăмаран теттесем ăсталасси, доскасем çине сăрпа ÿкерчĕксем тăвасси. Ертсе пыраканĕсем С. Васильевапа Т. Онькова художниксем. Ташă ушкăнне те ачасем йышлăн çÿреççĕ, ертÿçи Л. Яргунькина.

Юлашкинчен вара манăн çакна калас килет. Нихăçан та ан сÿнтĕр культура вучахĕ. Яланах пултаруллă ĕçченсемпе пуян пултăр вăл, халăх канăвне интереслĕ те усăллă ирттерме нумай-нумай мероприятисем йĕркеленччĕр. Аякран килнĕ хăнасем те хăйсен пултарулăхĕпе тăтăшах савăнтарччăр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 марта 2005
00:00
Поделиться