Моргаушский муниципальный округ

Пăшалтан пенĕ

Преступлени тăвасси ÿссех пырать. Районта çеç мар, республикипе, Раççейĕпе илсен те, кăтарту çакнашкалах. Хĕçпăшалпа çыхăннă преступленисем те сахал мар тĕл пулаççĕ халĕ пирĕн çĕршывра. Мĕнле лару-тăру ку тĕлĕшпе пирĕн районта; Шăпах çакăн çинчен каласа пама кăмă турĕ те районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, криминаллă милици ертÿçи А.Г. Охотин милици майорĕ:

- Кăçал çак тапхăрта хĕçпăшалпа çыхăннă 2 преступлени пулчĕ. Вĕсем çинче тĕплĕнрех чарăнсан та ытлашши пулмасть. Вĕсенчен пĕри мартнă 15-мĕшĕнче çурçĕр иртни 2 сехетсенче пулса иртрĕ. Тăватă çамрăк 1986, 1973, 1976, 1977 çулсенче çуралнăскерсем, Шупашкартан ВАЗ-21099 автомашинăпа пирĕн района килеççĕ. Хăйсем каланă тăрăх, çĕрлехи сунара тухнă. Анчах мулкач тытайман, тепĕр ыйтăва татма шутланă. Тăваттăшĕнчен пĕрин хĕрĕ çумне Муркашра пурăнакан криминаллă авторитет çыпçăнать иккен: ăна "тăн" кĕртмелле. Никама та кураймаççĕ.

Муркашра ВАЗ-2109 автомашинăна кураççĕ. Унран хăйсем шыракан çын ăçта иккенне ыйтаççĕ. Лешĕ хăй пĕлменни пирки калать. Тем ырă мара сиссе,  Москакасси еннелле хускалса каять. Кусем ун хыççăн хăвалама пуçлаççĕ. Малта водитель çумĕнче ларса пыраканни 20 метртан умри машинăна сунарçăсен "Сайга" пăшалĕпе перет. Шăп водитель енчи кантăкран лекет.

Çакскерсем каялла Муркаша таврăнаççĕ. Элĕк енне каякан çулпа (постпа патруль служби çук çĕртен) тарасшăн пулаççĕ. Инкек тÿснĕ водитель районти шалти ĕçсен пайне шăнкăравлать. Милици майорĕ дежурнăй пайра службăра пулнă В.Г. Яковлев тÿрех çакăн пирки шăп Элĕк енче пулнă "Шырав" ушкăна пĕлтерет. Милици лейтенанчĕсем В.В. Алексеевпа А.В. Петровский, П.Н. Куликов прапорщик-водитель çухалса каймаççĕ: преступлени тăвакана свидетелĕсемпе пĕрле тытса чараççĕ. Çапла вара перекенни РФ УК 30, 105 (1 пай) статйисенчи кăтартнă преступленисене турĕ. Çынна вĕлерме хăтланчĕ. Ку ĕçпе халĕ район прокуратури следстви ирттерет.

Тепĕр преступленийĕ вара маларах кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ пуçланас ир пулса иртрĕ. Атăл хĕрринчи "Волжский эксклюзив" кану базинче. Васильевка выççăлккинче пурăнакан 1979 çулхи çамрăк ÿсĕрле пÿлĕмре канакан патне пырса кĕрет. Лешĕ тухса кайма ыйтсан ку вара тÿрех ăна ураран перет. Сывлăха вăйлă сиенлетет. РФ УК 111-мĕш статйинчи (1 пай) преступление тăвать. Хăй çакăн хыççăн моторлă "Буран" çунапа тарма тăрать. Преступлени пулнă вырăна  С.М. Башлыковпа В.М. Ляченковпа тата ытти сотрудниксемпе пĕрле тÿрех тухса кайрăмăр. Тытса чартăмăр. Пăшалĕ ниçта та регистрацилеменскер, такамран юлнăскер иккен. Халĕ следстви пырать.

Пĕтĕмпе вара районти шалти ĕçсен пайĕнче регистрациленĕ. Вĕсен хуçисем çавсемпе мĕнле усă курнине контроллесех тăратпăр.

Пурнăçра йĕркеллĕ пурăннине нимĕн те çитмест. Тунă преступленишĕн вара явапне тытмах тивет.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 марта 2005
00:00
Поделиться