Моргаушский муниципальный округ

Ку серепене ан лекĕр

Наркомани хăрушă инкек пулни - паян никамшăн та вăрттăнлăх мар. Пирĕн районшăн та вăл паян ют мар. Нарколог патĕнче паян 6ăн (районти шалти ĕçсен пайĕнче 11ĕн) учетра тăраççĕ. Вĕсенчен пĕри - наркоман, ыттисем - наркотикпа усă куракансем халиччен пĕр токсикоман учетра тăнă пулсан, вăл тĕрĕс çул çине тухнине шута илсе, ăна учетран кăларнă. Шăпах наркомани ыйтăвĕсем тавра калаçрăмăр та эпир районти шалти ĕçсен пайĕн оперуполномоченнăйĕпе О.Н. Потряковпа.

-       Олег Николаевич наркотикпа çыхăннă преступленисем те пулнă-и пирĕн районта;

-       Шел пулин те, наркотиксемпе усă куракансем пуррипе пĕрлех наркотикпа çыхăннă преступленисем  те тĕл пулаççĕ-ха. Телее, кăçал кун пек тĕслĕх пулман-ха хальлĕхе. Иртнĕ çул вара икĕ преступлени тупса палăртнă.

2004 çулхи августăн 19-мĕшĕнче "Мăкăнь" операци вăхăтĕнче 38 çулхи хĕрарăма (Шупашкартан) мăкăнь пуçтарнă чух ярса тытрăмăр. Унран чĕрĕ продукта 365 грамм туртса илтĕмĕр. Калас пулать, ун тĕлĕшпе малтан та протокол çырнă пулнă. Ку енĕпе саккуна пăснăшăн. Хальхинче вара РФ УК 228-мĕш статйипе (1 пай) килĕшÿллĕн уголовнăй ĕç пуçарнă. Ăна вĕçлесе суда янă. Тепĕр 3 кунтанах августăн 22-мĕшĕнче мăкăнь пуçтарнă чух 24 çулхи çамрăка ярса тытрăмăр: унран çав чĕрĕ продукта 820 грамм туртса илтĕмĕр. Ун тĕлĕшпе те РФ УК 228-мĕш статйипе  (2 пай) килĕшÿллĕн уголовнăй ĕç пуçарнă.

Вулакансене пĕлме. РФ УК 228-мĕш статйи. Наркотик хатĕрĕсене, психотроплă веществосене тата вĕсен аналогĕсене  саккуна пăсса туянни, упрани, куçарни, хатĕрлени, вĕсенчен çĕнĕрен продукт хатĕрлени.

1. Наркотик хатĕрĕсене, психотроплă  веществосене тата вĕсен аналогĕсене пысăк калăпăшпа тата сутас тĕллевпе мар туянсан, упрасан, куçарсан, хатĕрлесен, çĕнĕрен продукт хатĕрлесен 40 пин тенкĕ таран е айăпланнă çыннăн 3 уйăхченхи тапхăрти ĕç укçи е урăх тупăшĕ чухлĕ штраф тÿлеттереççĕ е 2 çултан пуçласа  ĕçлесе юсанмалла, е 3 çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.

2. Çак ĕçсенех уйрăмах, пысăк калăпăшпа тусан, 500 пин тенкĕ таран е айăпланнă çыннăн 3 çулчченхи тапхăрти ĕç укçи е урăх тупăшĕ чухлĕ штраф тÿлеттерсе е тÿлеттермесĕр, 3 çултан пуçласа 10 çул таран ирĕкрен хăтараççĕ.

Çакна хушса каламалла. Çак статьяри преступление тăвакан наркотик хатĕрĕсене, психотроплă веществосене е вĕсен аналогĕсене хăй ирĕкĕпех парсан, наркотик хатĕрĕсемпе психотроплă веществосене е вĕсен аналогĕсене саккуна пăсса сутассипе çыхăннă преступленисене уçса пама е чарма пулăшсан, çав ĕçсене тунă çынсене тăрă шыв çине кăларма, преступлени туса пухнă пурлăха тупма пулăшсан, çав преступление тунăшăн уголовнăй майпа ответ тытассинчен хăтараççĕ. Наркотик хатĕрĕсене, психотроплă веществосене е вĕсен аналогĕсене тытса чарнă чух е следстви ĕçĕсене тупнă чух  туртса илни вĕсене хăйĕн ирĕкĕпе пани пулмасть.

Кусемсĕр пуçне иртнĕ çул Административлă майпа йĕркене пăсни çинчен калакан кодексĕн 20.20 (2 пай) статйипе килĕшÿллĕн (врач палăртмасăр наркотикла хатĕрсемпе тата психотроплă веществосемпе усă курни) пĕр протокол çырнă. Асăннă кодексĕн 6.8 статйипе килĕшÿллĕн (наркотик хатĕрĕсемпе психотроплă веществосене сутас тĕллевпе мар саккуна пăсма туянни, упрани, куçарни, хатĕрлени, унран çĕнĕрен продуктсем туни) пĕр протокол çырнă.

- Пĕтĕмпе мĕн чухлĕ наркотик хатĕрĕсене туртса илнĕ пĕлтĕр;

- Районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем 1392,93 грамм мăкăньăн чĕрĕ продуктне, типĕтнĕ мăкăнь тунисене 61,37 грамм туртса илнĕ.

- Учетра тăракансемпе, наркоманипе пĕтĕмĕшле кĕрешсе мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр;

- Учетра тăракансен килĕсенче пулатпăр. Кăçал, акă, икĕ хутчен ял администрацийĕсене тухса, наркотикпа çыхăннă ыйтусемпе пĕтĕмĕшле лару-тăру мĕнлипе паллашрăмăр. Шкулсенче ачасене анкета çыртарас ĕç пырать. Аслă классенче вĕренекенсемпе наркомани ыйтăвĕсемпе мероприятисем, калаçусем ирттеретпĕр. Халĕ, акă, районти тĕп больницăра, 2-мĕш номерлĕ больницăра, аптекăсенче наркотикле хатĕрсене мĕнле йĕркепе панине (онкологи чирĕпе районта 386 çын чирлет) тĕрĕслетпĕр. Рецептсене саккуна пăхăнсах çырнă-и;

- Йăран çинче мăкăнь ÿстерекенсене мĕн каланă пулăттăр;

- Енчен те мăкăнь тунисем 20рен ытларах пулсан, вĕсене ятарласа лартса, пăхса çитĕнтерсен, уголовнăй йĕркепе ответ тыттараççĕ.

Мăкăнь тунисем типĕтнисем 10 грамран, чĕррисем 70 грамран иртсен те (вăррисене шутламасăр) уголовнăй ĕç пуçараççĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 марта 2005
00:00
Поделиться