Моргаушский муниципальный округ

Ырă ята тивĕçлĕ

Сывлăх пурнăçра чи хакли. Ăна никам та хирĕçлеймĕ. Темле йывăр пулсан та, çулсем иртнĕçемĕн сывлăх хавшаса пырать.

Манăн та пурнăçра кĕтмен çĕртен çакна хамăн тÿссе ирттермелле пулчĕ. Ним шутламан çĕртенех эпĕ чирлесе ÿкрĕм. Юрать-ха, сывлăх хуралçисем мана сиплессишĕн çине тăчĕç. А.П. Афанасьев врач-травматолог тата А.Н. Крылова хирурги пÿлĕмĕн медсестри мана чиртен сыватассишĕн нумай тăрăшрĕç, хăйсен пĕлĕвне, вăй-халне шеллемесĕр тимлерĕç.

Пысăк тав мана сипленĕшĕн Анатолий Петрович врач-травматолога тата Альбина Николаевна медицина сестрине. Сывлăхăрсем çирĕп, аллу-урусем яланах сывă, тĕрĕс-тĕкел пулччăр, ĕçре ăнăçу, çемьере телей пултăр. Çынсене ырă туни сирĕн пата каяллах ырăпа таврăнтăр.

 

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 марта 2005
00:00
Поделиться