Моргаушский муниципальный округ

Чăвашсен "Кĕрешĕвĕнче"

Мартăн 19-20-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарта чăваш халăхĕн кĕрешĕвĕпе республикăра мала тухассишĕн "Кĕрешÿ" ăмăртăвĕ тата чемпонат пулса иртрĕ. Елчĕк, Çĕрпÿ, Комсомольски, Муркаш районĕнчи спортсменсемпе пĕрлех Ульяновск облаçĕнчен, Тутарстанран, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи кĕрешÿçĕсем хутшăнчĕç çак республика ăмăртăвне. Пирĕн район чысне унта Москакассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсемпе  çак шкул выпускникĕсем хÿтĕлерĕç, 1987 çулта çуралнă арçынсенчен А. Крылов (80 кг çитиччен) çĕнтерÿçĕ, республика чемпионĕ пулса тăчĕ. Чăвашсен кĕрешĕвĕпе 50 килограма çитичченхи виçе категорийĕнче 9 класра вĕренекен А. Яшмуркинпа А. Сумин 2 тата 3 вырăнсене йышăнчĕç. Г. Кондратьев (75 кг çитиччен) 3, В. Степанов (100 кг çитиччен) 2 вырăн хуçисем пулса тăчĕç: вĕсем иккĕшĕ те Муркашри кирпĕч заводĕнче вăй хураççĕ. Час-часах кире пуканĕ йăтассипе республикăри тата Раççейри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Çавăн пекех А. Горбунов  (80 кг çитиччен) 2 вырăн йышăнчĕ. 1990-1991 çулсенче çуралнă яшсенчен вара Д. Голубев (55 кг çитиччен) В. Бояринов (60 кг ытларах) 2 вырăн йышăнма пултарчĕç.

Командăсенчен вара пирĕн команда 2 вырăн йышăнчĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 марта 2005
00:00
Поделиться
;