Моргаушский муниципальный округ

Юрататăп-çке тăван енĕме

Çак кунсенче Калайкассинчи вăтам шкулта "Тăван тавралăха юратасси" темăпа наукăпа практика конференцийĕ-конкурс пулнă. Унта учительсемпе библиотекарьсем хутшăннă.  

Жюри членĕсем хушшинче те сумлă та авторитетлă çынсем: Санкт-Петербургри инженерипе экономика институчĕн Шупашкарти филиалĕн проректорĕ М.Г. Андронов, кафедра заведующийĕ В.Г. Хирбю, Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн археологи пайĕн ертÿçи Е.П. Михайлов, Муркашри чăх-чĕп фабрикин директорĕ Н.Г. Ванеркин, конференци-конкурс йĕркелÿçи, Чăваш халăх ăсчахĕ Е.Е. Ерагин, район администрацийĕн культура, информаци политикин тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева тата И.Д. Вязов таврапĕлÿçĕ.

Наукăпа практика конференцийĕн-конкурсĕн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова ертсе пынă, унта  хутшăнакансене саламласа ăнăçусем суннă.

Конференци итогĕсене пĕтĕмлетсе жюри членĕсем çакна палăртнă. Конкурса тăратнă 14 тĕпчев ĕçĕнчен нумайăшĕ тăван тавралăх тематикипе конференци-конкурс требованийĕсене тивĕçтереççĕ, вĕсем ума лартнă тĕллевсене пурнăçланă.

Пĕрремĕш вырăна Ильинкăри вăтам шкулти истори учителĕ И.А. Каргин çĕнсе илнĕ. Вăл: "Мăн Сĕнтĕр - Каршлăх - Ильинка тăрăх туристсен çул çÿрев маршручĕ" ятлă тĕпчев ĕçĕ çырнă. Иккĕмĕш вырăна Çатракассинчи вăтам шкулти ĕç тата ÿкерÿ вĕрентекенĕ М.М. Димитриев хăйĕн "Ут çырми" ĕçĕпе йышăннă. Виççĕмĕш вырăнта - Шатракассинчи тĕп шкулти чăваш чĕлхипе литературин учителĕ О.А. Вишнева "Тăван тавралăх историйĕпе" тухнă. (И.А. Каргин - 5 пин тенкĕне, М.М. Димитриев - 3 пин тенкĕне О.А. Вишнева 2 пин тенкĕне тивĕçнĕ).

Жюри çавăн пекех район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн коллективĕн "Туристсен маршручĕсем" ĕçне (ертÿçи В.М. Васильев), А.Н. Иванован "Тăван ен тĕррисемпе каларăшĕсем", Т.Н. Михайлован "Орининти вăтам шкул музейĕ", А.М. Степановăн "Ашапатман карчăк  сăнарĕ", Р.В. Колесникован "Районти ачасен пултарулăх çурчĕн краеведени ĕçĕ" ĕçĕсене лайăх хак панă. Конференцие хутшăнакансене Дипломсемпе тата асăнмалăх парнесемпе чысланă.

Наукăпа практика конференцийĕн ĕçне Японири (Саппоро хулинчи) Хокайдо  университечĕн наука сотрудникĕ Масанори Гото хутшăннă. Вăл Орининти вăтам шкулти акăлчан чĕлхи учительницине Т.Н. Михайлована акăлчан чĕлхипе тухса калаçнăшăн хаклă парне парса хавхалантарнă.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
26 марта 2005
00:00
Поделиться