Моргаушский муниципальный округ

Отчетпа суйлав пухăвĕсем

"Паян тăкаклă ĕçлеме юрамасть", - пĕтĕмлетрĕ хăйĕн отчетлă докладне "Сеятель" хуçалăх ертÿçи А. Соловьев

Кун çĕртен вăрăмрах утăмлама пуçлани, хĕл сиввисем иртменнине пăхмасăрах, ял хуçалăх производство кооперативĕсенче çур акине хатĕрленес, умри тĕллевсене конкретлăрах палăртас ĕçсене хăвăртлатма ыйтать. Çак вăхăтра пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи отчетпа суйлав пухăвĕсем те хăйсен финишне тухрĕç. Çулпа çул пĕр килмест теççĕ те, кăçалхи пухусен те хăйне евĕрлĕхĕ пур: вĕсенче кăçал кăшкăрас-ятлаçас йăла сисĕнмест, пухăва пынисемпе хуçалăхсен ертÿçисем тата специалисчĕсем пулнă çитменлĕхсене тĕплĕ тишкерсе аталану çулĕпе çĕнĕлĕхсене шырани курăнать. Халĕ каланисем мартăн 23-мĕшĕнче "Сеятель" ял хуçалăх производство кооперативĕнче иртнĕ отчетлă пухура та палăрчĕç.

Пĕтĕмĕшле ÿкерчĕк. "Сеятель" ял хуçалăх производство кооперативĕ 2004 çула 242 пин тенкĕ тăкакпа вĕçленĕ. Пысăк тăкак (600 пин тенкĕ) ĕне ашĕ туса илессинче пулнă. Çавăнпа пĕрлех сĕт сăвассипе сысна ашĕ туса илесси кассăна пуянлатайман. Ÿсен-тăран отраслĕ кăшт тупăш панă. Ял хуçалăх производство кооперативне иртнĕ çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнчен ертсе пыракан А. Соловьев шучĕпе çакă питех те сахал. Çав вăхăтрах хуçалăхăн ĕç укçи парăмĕ 400 пин тенкĕрен иртет (434 пин).

Тишкерÿллĕ отчетлă докладра хуçалăх ертÿçи Алексей Юрьевич Соловьев хăйĕн сăмахне унчченхи ертÿçĕпе специалистсен çаврăнăçусăрлăхĕ çинче никĕслемерĕ, йăлтах паян мĕн пуррипе малашлăха епле пăхма майсем пурри пирки каларĕ, хăйĕн сăмахĕсене шутласа хатĕрленĕ цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Пухăва кооперативра ĕçлекен 114 çынран çурри ытларах çеç пынăччĕ пулсан та, вĕсем çĕнĕ ертÿçĕ малашлăх пирки шанчăклă, çирĕплетсе каланине хирĕçлемерĕç.

- Кашнийĕнех ăнланма вăхăт, иртнĕ çулхи пек çĕре 4 тенкĕ хурса каялла 3 тенкĕ те 60 пус илсен, малашлăх пирки ĕмĕтленме çук. Вăхăтра туман пĕр ĕç  теприне каялла туртать. Çакăнпа пирĕн лăпланма юрамасть, - терĕ çамрăк ертÿçĕ хăйĕн отчетлă докладĕнче ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарма пуçласа.

Хуçалăх иртнĕ çул 499 гектар çинче тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсем, 25 гектар çĕр улми, 10 гектар выльăх кăшманĕ, 626 гектар нумай çул ÿсекен тата 193 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем акса-лартса ÿстернĕ. Ĕçсене вăхăтра пурнăçлассипе пахалăх уксахланăран Нискассисемпе Ярославкăсем тĕш-тырăпа пăрçа йышши  культурăсене гектартан 13,7 центнер, "иккĕмĕш çăкăра" 88,2 центнер, выльăх кăшманне 163 центнер илнĕ. Çанталăкăн пĕр условийĕсенчех ĕçлекен районти ытти вăтам хуçалăхсен ĕç кăтартăвĕсене пăхсан, халĕ асăннă тухăçсене кашнинех 2 хут ÿстерме майсем пур. Тăрăшулăх, тĕллевлĕ тăрăшулăх çеç кирлĕ. Вăл пулманран вара  иртнĕ кĕркунне, Ярославка ĕне фермин заведующийĕ Лидия Геннадьевна Волкова калашле,  фермăна нормăпа кирлĕ 250 тонна хурас вырăнне 58 тонна çеç фуражлăх тырă хунă. Çавăнпа та паян ĕнесем умĕнче çăнăхăн ячĕ кăна. Пахалăхĕ çук сенажа е силоса та ĕнесем енчен енне сирпĕтеççĕ кăна. Çатрака пек утă та тухăç ÿстермелли никĕс мар. Май пур условисемпе туллин усă курса ферма ĕçченĕсем (коллектива улăштарса çĕнетнĕ хыççăн вĕсем çитеççĕ) паян пĕр ĕне пуçне талăкра 6,9-7 килограмм сĕт сăваççĕ. Л. Волкова выльăх кĕтĕвне чĕрĕ фабрикăпа танлаштарнипе сысна фермин заведующийĕ В. Николаев та килĕшрĕ.

-  "Çу кунĕсенче ГСМ çук та трактор ларать, ГСМ пулсан - юсав пуçланать" ĕç принципĕпе пурăнни паха апат хатĕрлеме памарĕ. Паян вара кăшман шывĕпе те утă çăнăхĕпе сысна самăртса укçа тăваймастпăр, - терĕ вăл. - Паян сысна ашĕ хакланнине пурте куратпăр, анчах вăхăтра тăрăшуллă пулманни илес укçана çилпе хăвалать.

- Мĕнле ĕçлетпĕр - çапла пурăнатпăр. Ĕç тĕлĕшпе ответлăх çуккипе пĕлтĕрхи вăтам ĕç укçи 536 тенкĕпе çеç çырлахрĕ. Хуçалăх тилхепи  çĕнĕ алла куçнă хыççăн вăл 760 тенкĕне çитрĕ. Кашниех хăй вырăнĕнче ответлăха туйса ĕçлесен, ĕç укçи татах та ÿсĕ, - терĕ тăкаксен пуçламăшĕ ÿсен-тăран отраслĕн, кунта вара ĕç пуласлăхĕ автотрактор паркĕнчен пуçланнине палăртса хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ Р. Волкова.

"Сеятель" ял хуçалăх производство кооперативĕн отчетлă пухăвĕн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов та хутшăнчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл пухăва пынисем иртнĕ çулхи ĕç çине критикăллă куçпа пăхнине, малашлăх плансене çиччĕ виçсе тунине ырларĕ, вĕсем тĕлĕшпе хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ.

- 11 сехете палăртнă пуху виçĕ сехет юлса пуçланни дисциплина хавшаккине пĕлтерет. Кунашкал малалла кайма хĕн. Ăнланатăп, пĕлтĕрхи ĕçсем савăнăç кÿмеççĕ, анчах вĕсене йышăнмалла. Хуçалăхăн çĕнĕ ертÿçи тилхепене ырă улшăнусемпе аталану енне туртни сисĕнет. Ку вара пĕр председателĕн çеç ĕçĕ мар, пĕрлехи тивĕç те. Пĕрле ĕçлемелле. "Çук, çук, эпĕ мар-ха, ыран-ха" тесе аталану çулне сăнчăрламалла мар. Маларах тапранатăр - инçерех каятăр, - терĕ хăйĕн сăмахĕнчен пуху умĕн фермăсен ĕçĕпе паллашнă, унта вăй хуракансемпе тĕл пулса калаçнă Юрий Александрович.

Ĕçсене кая хăвармасăр çĕнĕлле йĕркелемелле. Ахальлĕн хуçалăхăн панкрут хăрушлăхĕ пысăк. Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне "Сеятелĕн" пĕтĕм парăмĕсем 4290 пин тенкĕ пулнă. Панкрут - тĕтреллĕ малашлăх. Çак çултан пăрăнма кооператив членĕсен тĕп пайĕ хатĕр. Вĕсене ертсе каймалла кăна. Ăна валли пухăва пынисем 2005 çулшăн производствăпа финанс планне йышăнса çирĕплетрĕç. Хуçалăх ертÿçи А. Соловьев ку кăтартусем те пуçламăш утăмсем çеç пулнине, тĕллевсем татах пысăкрах иккенне хăйĕн кашни сăмахне цифрăсемпе çирĕплетсе каларĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртме хуçалăхăн кăçалхи çур акире 687 гектар тырă акмалла та тухăçне гектартан 22 центнер имелле, 20-30 гектар çĕр улми лартса унăн тухăçне 180 центнера çитермелле, 15-30 гектар выльăх кăшманĕ акса ун çинче тĕллевлĕ ĕçлемелле, 52 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем пулмалла, 626 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксене хытса кайма памалла мар. Çаксем пĕр кунта тумалли ĕçсем мар. Малашлăха пăхса çывăх вăхăтрах илме пăхакан кредит сумми кăçал элитăллă вăрлăхпа минераллă удобрени, техника çине каясси паллă.

- Çур акире уй-хире ячĕшĕн шуратар мар, паха вăрлăх акса, агротехника ыйтнă пек ĕçлесе пысăк тухăç никĕсне хывса хăварар. Кунпа пĕрлех куллен укçа паракан сĕт производствине аталантарса сумалли ĕнесене 100 пуçран 150на çитерме, хуçалăхри çарансемпе туллин усă курма сурăх ферми уçма пăхатпăр. Çукран нимĕр тăвасси - пирĕн пĕрлехи тĕллев. Кашни отрасльпех перекетлĕх ыйтăвне  пĕрремĕш вырăна лартатпăр. Хуçалăхри техника паркне çĕнетме пуçласси те кая хăвармалли ĕç мар. Кăçалах ДТ-75 бульдозер, МТЗ-82 икĕ трактор, "Газель" автобус, УАЗ-молоковоз, пушар машини туянас шухăшсем пур. Çиччĕ виçсе канашласа пăхнă тăрăх кашниех пурнăçа кĕмелли тĕллевсем. Пушар машини туянсан депо тумалла, сысна ферминчи пушă столяр цехĕнче керамзитпа бетон блокĕсем тăвассине йĕркелемелле... Тумалли нумай, терĕ умри тĕллевсемпе паллаштарса А. Соловьев Пухăва пынисем ял хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшса пушар машини туянма килсерен 100-шер тенкĕ пухма калаçса татăлчĕç. Пушар хăрушсăрлăхĕ çине çапла пăхни лăпкă малашлăх шантарать.

Хуçалăхăн отчетлă пухăвне çапла пĕтĕмлетме пулать: малашлăха пăхса колхоз лашипе хамăр хырăмшăн çеç ĕçлер мар, пире хамăр тимлемесен никам та килсе тăрантараймасть.

"Сеятельте" паян çур акие хатĕрленессипе ĕçлеççĕ. Паркра 84 сÿре шăлĕсене туптаса хунă, юсав ĕçĕсем ытти техника çине куçса пыраççĕ. Тухăçлă вăй хума ĕçлевпе тÿлев условийĕсем пур.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
26 марта 2005
00:00
Поделиться