Моргаушский муниципальный округ

Хисеп грамотине тивĕçнĕ ятпа

Чикĕллĕ яваплăхлă "Моргаушрайбыт" общество, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн Муркашри тата Мăн Сĕнтĕрти муниципаллă унитарлă предприятийĕсен  тата Муркаш райпо Канашĕн сĕнĕвĕсене шута илсе, район администрацийĕн пуçлăхĕн Ю.А. Ивановăн кăçалхи мартăн 22-мĕшĕнчи 147-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе çак ĕçченсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă:

Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессинче нумай çулсем хушши тухăçлă ĕçленĕшĕн:

Фаина Ивановна Гаврилована - "Моргаушрайбыт" ООО çĕвĕçне*

Елена Анатольевна Сорокинана - "Могаушрайбыт" ООО çĕвĕçне*

Марина Георгиевна Шатрована - "Моргаушрайбыт" ООО парикмахерне.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх системинче нумай çулсем хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн:

Валерий Витальевич Краснова - пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн Мăн Сĕнтĕрти муниципаллă унитарлă предприятин котельнăй операторне*

Юрий Георгиевич Любимова - пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн Муркашри муниципаллă унитарлă предприятин электросварщикне*

Анатолий Петрович Мамутина - пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн Мăн Сĕнтĕрти муниципаллă унитарлă предприятин юсав ĕçĕсен инженерне.

Потребкоопераци системинче нумай çулсем хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн:

Тамара Александровна Еремеевана - Муркаш райповĕн товароведне.  



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
26 марта 2005
00:00
Поделиться
;