Моргаушский муниципальный округ

Утарçăсене - канашлăва

Март уйăхĕн виççĕмĕш вунă кунлăхне кĕнĕ май кĕçех çуркунне хуçаланма пуçлĕ. Ку вăл ял çыннин хĕрÿ ĕç çи пуçламăшĕ: хăть уй-хир ĕçченĕн, хăть выльăх-чĕрлĕх пăхаканăн.

Çанталăк ăшăтнă май утарçăсен те ĕç пуçланать: пыл хурчĕсем хĕл ыйхинчен вăранаççĕ. Кун пек чухнехи ĕçсене эпир пурте пĕлетпĕр-и, çĕнĕлĕхсемпе кашниех хĕçпăшалланнă-и; Çак ыйтусем  çине хурав тупма район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕ республикăри хурт-хăмăр агенствипе пĕрле ыран, мартăн 24-мĕшĕнче, райадминистрацири методкабинетра пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи утарçăсемпе тата ялсенче пыл хурчĕ ĕрчетекенсемпе (вĕсем пин çын ытла) канашлу-вĕрентÿ ирттерет. Унта тĕп калаçу вĕлле хурчĕсене çăва кăларасси, вĕсене ĕрчетесси тата сиплесси çинчен пулĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
23 марта 2005
00:00
Поделиться