Моргаушский муниципальный округ

Пирĕннисем лайăх кĕрешрĕç

Нумаях пулмасть районти Спорт çуртĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республикăри ăмăрту пулса иртрĕ. Пирĕн районтан унта Москакассисемпе Йÿçкассисем, Шупашкар районĕнчен 4 шкултан, Шупашкартан, Канаш районĕнчен хутшăнчĕç.

Аслă яшсенчен 65 килограмлă виçе категорийĕнче Н. Львов (Москакасси) 1 вырăн çĕнсе илчĕ. 52 тата 70 килограмлă виçе категорийĕсенче Д. Удивановпа В. Феоктисов (Йÿçкасси) çĕнтерĕчĕç.

Хĕрачасенчен М. Кондукторова (34 кг çитиччен), Москакасси) çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Т. Тепеева (Москакасси) 60 килограма çитичченхи виçе категорийĕнче çĕнтерчĕ, О. Бочкарева (Мăн Сĕнтĕр) 3 вырăн хуçи пулса тăчĕ.

Командăсенчен вара пирĕн район команди çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Ăмăртăва ирттерме "Чувашхлебопродукт" 3 пин тенкĕ (В.И. Вязов), "Интурист-Чебоксары" фирма ятарлă кубок (В.И. Федотов), И.Н. Никитин, П.Т. Терентьев предпринимательсем пулăшрĕç. Ятарлă парне-кубока Москакассисем тивĕçрĕç. Воин-афганецсен ячĕпе С.В. Черкашин чи çамрăк кĕрешÿçĕсене кубок пани пирки пĕлтерчĕ, ăна Москакасси шкулĕнчи 1 класра вĕренекен А. Федоров тивĕçрĕ. Вăл ăмăртура 2 вырăн йышăнчĕ.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
23 марта 2005
00:00
Поделиться
;