Моргаушский муниципальный округ

Чи пултарулли - Йÿçкассинчен

Пирĕн çĕршыв малашлăхĕ - паянхи çамрăксенче. Вĕсен ăс-тăнĕпе пултарулăхĕнчен, пуçаруллă ĕçĕнчен килет пирĕн пуласлăх. Çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парас тĕлĕшпе учительсен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Ахальтен мар ĕнтĕ юлашки вăхăтра республикăра та, районта та вĕрентÿ ĕçĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕ учительсен квалификацине ÿстерес, ăсталăх шайне хăпартас тĕлĕшпе нумай тăрăшать. Педагогсенчен нумайăшĕ тĕрлĕ курссенче пулаççĕ, аттестацие хутшăнаççĕ, унсăр пуçне тĕрлĕ конкурссенче пулса  хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Çакна паян ăнланма ансат. Мĕншĕн тесен, хальхи вăхăтра çĕнĕлĕхсене алла илекен пысăк квалификациллĕ специалист кăна умра тăракан задачăсене ăнăçлă пурнăçлама пултарать.

Пирĕн районта 1990 çултанпах "Çулталăкри учитель" конкурс ирттереççĕ. Унăн тĕллевĕ - лайăх ĕçлекен, малта пыракан, пултаруллă учительсен ырă опытне сарасси, вĕрентÿ ĕçне педагогикăн çĕнĕ технологийĕсене кĕртесси, учитель ĕçĕн пĕлтерĕшне ÿстересси, пултаруллă педагогсене хавхалантарасси.

Кăçал "2005 çулхи учитель" конкурса улттăн хутшăнчĕç. Вĕсен шутĕнче: Муркашри вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литературин учительници Е.Н. Ефанова, Шатракассинчи тĕп шкулти ют çĕршыв чĕлхисен учителĕ А.Г. Обручников, Калайкассинчи вăтам шкулти музыка учителĕ Н.М. Кондукторова, Йÿçкассинчи вăтам шкулти ют çĕршыв чĕлхисен учительници Н.В. Семенова, Нискассинчи вăтам шкул учителĕ, шкул директорĕ Г.В. Пайгусов, Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулти географи учителĕ А.Г. Мокеева пулчĕç.

Педагогсем хăйсен ăсталăхне темиçе тапхăрпа кăтартрĕç. Малтан вĕсем уçă уроксем, класс тулашĕнчи мероприятисем ирттернĕ, пултарулăх ĕçĕсене хÿтĕленĕ.

Иртнĕ эрнере районти Культура çуртĕнче вара "Çулталăкри учитель" конкурсăн юлашки тапхăрĕ пулчĕ. Унта хутшăнакансем хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне кăтартрĕç. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова саламларĕ, учитель ĕçĕ çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тата яваплă пулнине палăртрĕ, вĕсене ырă ĕçĕсемшĕн тав турĕ.

Конкурсра педагогсем малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç, хăйсен пултарулăхне пур енлĕн кăтартрĕç. Кашни ăмăрту питĕ интереслĕ, çивĕч кĕрешÿре иртрĕ. Конкурсантсене пулăшакансем те хăйсем пултаруллă пулнине лайăх кăтратрĕç. Чăннипех талантлă çынсем  ĕçлеççĕ иккен пирĕн шкулсенче!

Жюри  членĕсем пурне те тĕплĕн шута илчĕç, кашни педагогăн тăрăшулăхне тивĕçлĕ хак пачĕç.

"Çĕнĕлĕхсемпе усă куракан учитель" ята Муркашри Е.Н. Ефанова тивĕçрĕ. Шатракассинчи А.Г. Обручников "Учитель-воспитатель" ята, Калайкассинчи Н.М. Кондукторова çав тери пултаруллă пулнипе "Ачасене хăйĕн хыççăн ертсе пыма пултаракан педагог" ята, Г.В. Пайгусов "Учитель-тĕпчевçĕ" ята, А.Г. Мокеева "Ырă чĕреллĕ учитель" ята тивĕçрĕç. Йÿçкассинчи Н.В. Семенова вара "Çамрăк талант", "Чĕреме ачасене паратăп" ятпа чи малти вырăна тивĕçрĕ.

Юлашкинчен çакна палăртса хăварас килет. Пирĕн районта талантлă педагогсем çав тери нумай. Вĕсем хăйсен кулленхи ĕçĕпе пирĕн пуласлăхшăн тăрăшаççĕ. Çак конкурса хутшăннă педагогсем те хăйсен ĕçĕпе çавна тепĕр хут кăтартса пачĕç.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
23 марта 2005
00:00
Поделиться