Моргаушский муниципальный округ

Профсоюз активĕн канашлăвĕ пулать

Паян профсоюз организацийĕсем умĕнче пысăк та ответлă задачăсем тăраççĕ. Ĕç параканпа ĕçлекен хушшинчи хутшăнусене коллективлă договор йĕркелесе пымалла. Ĕç сыхлавĕ те кайри вырăнта мар. Пур енĕпе йĕрке пултăр тесен саккунсене лайăх пĕлсе тăмалла.

Çавна шута илсе ĕнтĕ пирĕн районта мартăн 23-мĕшĕнче семинар-вĕрентÿ ирттереççĕ. Вĕрентĕве тĕрлĕ отрасльсенчи профсоюз комитечĕсен председателĕсене чĕнеççĕ. Унта виçĕ енлĕ килĕшÿпе пĕрле килĕштерсе ĕçлессин, коллективлă договор йышăнассин, ĕç сыхлавĕн, ĕç законодательствин т. ыт. ыйтусене пăхса тухаççĕ. Семинар-вĕрентĕве ирттерме республикăри профсоюзсен канашĕн представителĕсем килеççĕ.

Вăл 10 сехетре район администрацийĕн ларусен залĕнче пулать.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
19 марта 2005
00:00
Поделиться
;