Моргаушский муниципальный округ

Пирĕн истори - пирĕн пуласлăх

Иртнĕ кĕçнерникун Чăваш наци библиотекинче  Чăваш тарапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн тата Чăваш халăх академийĕн черетлĕ VIII Аслă Пухăвĕ пулса иртрĕ. Унта пирĕн районти тавра пĕлÿçĕсем, тăван тăрăха тĕпчессипе çыхăнса ĕçлекенсем те хутшăнчĕç. Çавăн пекех унта Санкт-Петербургран, Сызраньтен, Тюменьрен, Чĕмпĕртен, Тутар республикинчен килнĕ хăнасем те хутшăнчĕç.

Пуху умĕн вара 10 сехетре Калайкасси шкулĕнче тавралăха тĕпчекенсен конкурсне конференци майĕпе пĕтĕмлетрĕç. Чăваш наци библиотекинче пухăннă республикăри таврапĕлÿçĕсем вара Чăваш Республикинчи тата тулайри чăваш ялĕсемпе вырăнĕсен историйĕпе паянхи сăн-сăпачĕ, чăваш ялĕсен авалхи тата паянхи культури, йăли-йĕрки, сăмахлăхĕ пирки калаçрĕç. Çавăн пекех вырăнти материалсене Чăваш энциклопедийĕ валли суйласа илсе пичете хатĕрлесси çинче чарăнчĕç. Ял çыннин ал ăсталăхĕ, хуçалăхри, хуçалăхри тата кил-çурт таврашĕнчи пахалăхĕсем çинче чарăнса тăчĕç. Çавăн пекех чăваш ялĕсемпе хулисем тата паллă çынсемпе  йăхсем çинчен кăларнă кĕнекесен пахалăхĕсемпе  çитменлĕхĕсем, ял тавралăхĕнчи ятсене пухса тĕпченин опычĕ, ял историйĕпе район энциклопедине мĕнле çырмалли çинче чарăнса тăчĕç. Шухăшлатăн та, чăвашлăхшăн çунса тăракансем, хамăрăн историе, тăван вырăнсене тĕпчесе çитĕнекен ăру валли хăварас текенсем, телее, сахал мар-ха. Вĕсенчен ытларахăшĕ аслă ăрури çынсем. Хăйсен укçи-тенкипе, спонсор шырамасăрах, кăлараççĕ. Кунта ман Çĕрпÿри И.М. Михавйлов таврапĕлÿçĕ тухса калаçнине илсе кăтартас килет. Вăл -  тăван тавралăха тĕпченĕ чылай кĕнеке авторĕ.

- Çак пĕчĕк кĕнекене кăларма 6 пин тенкĕ тÿлерĕм-ха. Тата 8 пин тенкĕ ыйтаççĕ. Кăларатăп пурпĕрех: хам пенсирен тÿлеме пуçларăм. Хам валли 186 тенкĕ хăваратăп та, ыттине кĕнеке пичетлемешкĕн тÿлетĕп.

Эппин, пире, çамрăксене, вĕсенчен тĕслĕх илмесĕр тăма намăс, вĕсен ĕçне тăсмалла пирĕн.  Çак ĕçе пуçăнакансен çакна те асра тытмалла: эсир тунă ĕç наука тĕлĕшĕнчен тĕрĕс пултăр. Вăл чăнлăхпа пĕр килни пирки иккĕленÿ сиксе тухмалла ан пултăр.

Халĕ сăмахăма пĕтĕмĕшле Аслă Пуху çине куçарам. Ăна ЧНК вице-президенчĕ, Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн председателĕ В.П. Станьял ертсе пычĕ. Сьездăн пĕрремĕш ыйтăвĕпе вырăнти таврапĕлÿçĕсен ĕçĕсемпе тата отчет стенчĕсемпе паллашрĕç. Çакна палăртма кăмăллă: унта "Муркаш районĕ: йăла-йĕркесем, уявсем"  кĕнеке те тивĕçлĕ курăмлă вырăнта.

Иккĕмĕш ыйтупа Виталий Петрович "2003-2005 çулсенчи ĕçсен шайлашăвĕ тата малашнехи тĕллевсем" пирки доклад турĕ.

Аслă Пухура тухса калаçакансене чăвашсен пуласлăхĕ пăшăрхантарни палăрчĕ. Шкулсенче чăваш чĕлхипе литературин сехечĕсене кĕскетни, чăваш радиопа чăваш телевиденийĕн программисем палăрмаллах кĕскелсе çухални хумхантарать. Çавăнпа та Аслă Пухура ЧНК чăваш таврапĕлÿçийĕсен пĕрлĕхĕнчен каякан  делегата унта çак ыйтупа тухса калаçма хушса хăварчĕç.

Çавăн пекех чăвашсен этноялне тумалли пирки те йышăнса хăварчюĕç. Каламалла, ку ĕç малтанах пуçланнăччĕ. ЧР правительстви шайĕнче те ку ыйтăва татса парса çĕр те уйăрса панăччĕ. Анчах ĕç çакăнпа вĕçленчĕ ун чух. Кашни района валли хăйне кăтартма вырăн паракан çак этноял чăвашсен культура центрĕ вырăннех пулмалла.

Тăван тăрăха тĕпчесе, чăннипех те пуян кĕнеке çыракансене те пулăшу пама пулчĕç. Çакăн пек кĕнекене суйласа илсе, тираж комисси витĕр Чăваш кĕнеки издательствинче тÿлевсĕр кăларма май пур.

Пирĕн, чăвашсен, ĕлĕкренех тÿнтер енсем сыхланса юлнă: мĕскĕнлĕх тата чăвашăн паттăрĕ те литературăра - чухăн çын. Чăвашăн пуян пулмалла, чăвашла калаçмалла, мĕскĕнлĕхе пĕтермелле, Ку пирĕнтен хамăртанах килет вĕт: юнашарти тутарсенчен тĕслĕх илсен те пăсмасть ку тĕлĕшпе. Вĕсем хисеплеççĕ хăйсене.

Сьездра чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн ĕçне тивĕçтерет, тесе хак пачĕç. Унта çавăн пекех чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлешĕвĕн Канашне, Тĕп ĕçтовкомне, Секретариатне, Тĕрĕслев комиссине суйларĕç. Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн председательне пурте пĕр саслă пулса В.П. Станьяла суйларĕç.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
19 марта 2005
00:00
Поделиться