Министерство кунĕ иртнĕ
Мартăн 16-мĕшĕнче пирĕн районта министерство кунĕ пулнă. Ăна ирттерме ЧР Шалти ĕçсен министерствинчен министрăн çумĕсем С.Н. Белоусов тата В.Г. Григорьев, çак министерствăн информатика тата обществăлла çыхăну ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай ертÿçи Т.С. Ткаченко килнĕ. Вĕсем район ертÿçисемпе пĕрле икĕ ушкăна пайланса Муркашри тата Мăн Сĕнтĕрти предприятисемпе учрежденисенче пулса ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă.
С.Н. Белоусов, Т.С. Ткаченко район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи Е.Д. Макаров тата Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин Муркашри сĕт заводĕнче пулнă, унти ĕçсемпе паллашнă. Хыççăн районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе тĕл пулнă.
Иккĕмĕш ушкăн - В.Г. Григорьев, шалти ĕçсен пайĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ А.Г. Охотин, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, капиталлă строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçи В.Г. Никитин тата район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертÿçи Н.В. Любимов Мăн Сĕнтĕрти райповĕнче, Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта пулнă.
Юн кунхи министерство кунĕн теми: ЧР Президенчĕ ЧР Патшалăх Канашне янă "Пысăк çитĕнÿсем тума пысăк тĕллевсем кирлĕ" ятлă Çырăвĕ.
Мăн Сĕнтĕрти ĕç коллективĕсенче тата шкулта шалти ĕçсен министрĕн çумĕ В.Г. Григорьев пухăннисене çак Çырупа тĕплĕн паллаштарчĕ, унăн пĕлтерĕшĕ пирки те каларĕ.
Хальхи вăхăтра чи малти вырăнта экономикăна аталантарасси тăрать. Ку вара пĕтĕмпех çынсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă. Паян специалистсен квалификацийĕ çав тери пысăк пулмалла. Вĕсен конкуренцие чăтса пысăк пахалăхлă тавар, продукци туса кăлармалла, ăна реализацилеме те пĕлмелле.
В.Г. Григорьев республикăри тата пирĕн районти криминогенлă лару-тăру çинче те чарăнчĕ. Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта вĕренекенсем умĕнче вăл хальхи вăхăтра мĕнле тĕллевсем пулмалли, лайăх вĕренсе пулас профессие алла илме хатĕрлесси, сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси, саккунсене пĕлмелли çинче чарăнчĕ.
Муркашра та, Мăн Сĕнтĕрте те тĕл пулăва хутшăннисене нумай ыйтусем кăсăклантарнă. Сăмахран, спирт пур шĕвексене сутма чарасси, техосмотр тăрассине вырăнта йĕркелесси, право йĕркине пăхăнасси т. ыт. те. Министерство кунне хутшăннисем кашни ыйту çинех конкретлă хуравсем панă.