Моргаушский муниципальный округ

Йывăрлăхсене татса памаллах

Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче туса илекен продукци хакĕ йÿнĕ пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Пĕр литр сĕт хакĕ 5 тенкĕ пулсан, патшалăхăн Атăл шывĕ 10 тенкĕ. Хуçалăхсем производствăра вăй хуракансене ĕç укçине вăхăтра тÿлессипе пысăк йывăрлăхсем тÿсеççĕ.  Продукци хакĕсене ÿстермесен вĕсем татах пысăкланаççĕ кăна.

Хуçалăхсене ертсе пыма пултаруллă специалистсене шанмалла. Района ертсе пыракансен те хуçалăхсен ĕçĕ-хĕлĕ тĕлĕшпе  тимлĕрех пулмалла, ырă улшăнусем туса пама тăрăшмалла.  Çунтармалли-сĕрмелли материалсен, техника хакĕсене чакарса памаллах, ку ыйтăва çĕршыва ертсе пыракансем умне çирĕппĕн лартмалла.

Ял хуçалăхĕ, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем пĕтсен, уй-хирте ял хуçалăх культурисем акса-лартса çитĕнтерме пăрахсан мĕн патне çитĕпĕр; Колхозсене кун пекех хĕсĕрлесе пырсан Муркаш районĕнче миçе хуçалăх тытăнса юлĕ;

Чикĕ леш енчен апат-çимĕç (аш-пăш т. ыт. те) кÿрсе килмелле мар, хамăр патра туса илнине сутмалла. Халăх килте çитĕнтернĕ выльăхсене сутăн илессине лайăхрах йĕркелесе ямалла. Хальхи вăхăтра Чăваш Енрен Мускава, Санкт-Петербург, Чулхула тăрăхне тата ытти çĕре çуллен миçе пин пуç тĕрлĕ йышши выльăх тухса кайнине шутласа пăхсан тĕлĕнсе каймалла вĕт. Ытти çĕре тонни-тоннипе ăсанакан çак аш-пăшпа хамăр республикăри аш-какай комбиначĕсене тивĕçтерсен вĕсем те тулли хăватпа ĕçлĕччĕç, апат-çимĕç продукцийĕ те ытлă-çитлĕ пулĕччĕ.

Тĕлĕнмелли сахал мар паянхи пурнăçра. Районти хăш-пĕр хуçалăхсенче сысна фермисем хупăннă е хупăнас патне çитнĕ, çакна ертÿçĕсем сыснасем усрани усăллă мар тесе ăнлантараççĕ. Маларахри çулсенче çак сăлтавпа хуçалăхсенче сурăхсене пĕтерсе хучĕç, халĕ черет сыснасем патне çитрĕ-ши;

Пирĕн Ильич яч. хис. хуçалăхра те сыснасен йышĕ сахал. Самăртакан ушкăнра паянхи куна 300 пуç ытларах шутланать. Кунта хальхи вăхăтра улшăну ырă енне туртăнни сисĕнет. Фермăна ертсе пыма çĕнĕ çынна çирĕплетнĕ, сыснасен йышĕ те ÿссех пырать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче хуçалăхра 1500-2000 пуç таран сысна усранă. Çавна май хуçалăхăн укçи-тенки те пулнă, фермăра ĕçлекенсене уйăхра икĕ хутчен ĕç укçи парса тăнă. Хăш-пĕр уйăхсенче унăн хисепĕ виçĕ-тăватă пин тенкĕне çитнĕ тĕслĕхсем те пулнă.

Паллах, ку ĕнтĕ свинаркăсем тар тăкмасăр, тăрăшмасăр пулман. Ульяна Игнатьева, Римма Федорова, Мария Маркова, Дуся Егорова хăйсене çирĕплетсе панă амасенчен çулталăкра  500-450-шар çура илетчĕç. Колхоз правленийĕ хастар ĕçченсене яланах хаклă парнесемпе чысланă. Сыснасем самăртнă çĕрте вăй хуракан Анна Антонова, Анна Михайлова, Мария Ковалева ушкăнсенчи выльăхсем талăкра 450-500 грамм таран е ытларах та ÿт хушатчĕç.

Çак тĕслĕхсене эпĕ хам та ферма ертÿçинче ĕçленĕ май лайăх астăватăп. Ферма коллективĕн тăрăшулăхне пула ĕçсем те ăнса пыратчĕç, туслăх, пĕр-пĕрне ăнланса пыни малти вырăнта тăнă. Çÿлерех асăннă çынсем халĕ тивĕçлĕ канура пулнине пăхмасăрах, вĕсен аса илмелли, фермăра паян вăй хуракансене каласа памалли нумай. Сысна ĕрчетес ĕç отраслĕ пирĕн хуçалăхра малашне те аталанса пырасса шанас килет.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
19 марта 2005
00:00
Поделиться