Вăрçă ветеранĕсене - йÿнĕ хакпа
1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине пур çĕрте те тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Пирĕн районта та вăрçă ветеранĕсен пурнăçĕпе кăсăклансах тăраççĕ, вĕсене пулăшма тăрăшаççĕ.
Мартăн 14-мĕшĕнче Муркашри гастрономра тата Мăн Сĕнтĕрти апат-çимĕç магазинĕнче ветерансем валли ятарлă кĕтессем ĕçлеме тытăннă. Унта вăрçă участникĕсем, салтак арăмĕсем, вилнĕ вăрçă учатникĕсен арăмĕсем апат-çимĕç таварĕсене йÿнĕ хакпа туянма пултараççĕ.
"Çĕнтерÿ ялавĕ"