Моргаушский муниципальный округ

Слет кубокĕ Тивĕш шкулĕнчех юлчĕ

 

Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Тивĕшри вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекенсен черетлĕ 33-мĕш слечĕ пулса иртрĕ.

Ăна 1972 çулта пĕрремĕш хут ирттернĕ. Слетăн тĕп тĕллевĕ - тăххăрмĕш класра юнашар шкулсенче вĕренекенсене вăтам шкула 10-мĕш класа явăçтарасси пулнă. Ун хыççăн вăхăт чылай иртрĕ, тĕллевсем те улшăнчĕç. Халĕ тĕп тĕллев вĕренекенсене пĕр-пĕринпе хутшăнма хăнăхтарасси, сывă пурнăç йăли-йĕркине, спорта явăçтарасси, сывлăха çирĕплетесси тата пĕр-пĕрне художествăлла пултарулăхпа паллаштарасси. 2001 çултанпа тăххăрмĕшсем Раççей Геройĕ Евгений Борисов ячĕпе хисепленекен кубокшăн ăмăртаççĕ. Слет кун йĕркийĕ питĕ пуян: хаваслă стартсем, биатлон, çăмăл атлетика эстафети, сĕтелçи теннисĕ, эрудитсен конкурсĕ, мини-футболла вылясси тата художествăлла пултарулăх концерчĕ. Юлашкинчен яланхиллех ăмăртусемпе конкурссен пĕтĕмлетĕвĕ, çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысласси.

... Ирхине тăхăр сехетелле шкула вĕренекенсем пухăнма пуçларĕç. Паянхи канмалли кун слет уявĕ пĕр кунта килет. Шкул ачисем фойене кĕрсессĕнех тĕрлĕ стендсем кураççĕ. Кунта Раççейĕн Геройĕ Е. Борисов ячĕпе ятарлă пысăк стенд хатĕрленĕ. В.А. Ефимов ачасемпе технологи урокĕсене тата "Народные промыслы" кружокра  вĕренекенсемпе ăсталанă тĕрлĕрен ĕç хатĕрĕсем, савăт-сапа, йывăçран касса эрешленĕ япаласен выставка-куравĕпе паллашаççĕ. Çавăн пекех шкулти спорт пурнăçĕнчи сăн ÿкерчĕксен пуххине куракансем кăмăлласа пăхаççĕ.

Ирхине 10 сехетре слета килнисем спорт залĕнче йĕркеленсе тăраççĕ. Кăçал слета çичĕ шкултан килсе çитнĕ: Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинчи вăтам, Янăшри тĕп пĕлÿ паракан, Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкул, Йÿçкассинчи вăтам, Панклири тата Шетмĕпуçĕнчи тĕп пĕлÿ паракан шкулсенчи тăххăрмĕш класра вĕренекенсем.

Шкул директорĕ В.А. Федотова 33-мĕш слет уçăлни çинчен пĕлтерет. Чăваш Республикин Гимнĕ янăрать. Иртнĕ çулхи слет çĕнтерÿçисене - Шетмĕпуç шкулĕнче вĕренекенсене Чăваш Республикин ялавне хăпартма ирĕк параççĕ. Физкультура учителĕ О.Н. Ильин ăмăртусен йĕркипе паллаштарать, вăл паян ăмăртусен тĕп судьи шутланать.

Ăмăртусем çивĕч кĕрешÿре иртрĕç. Панклисем хаваслă стартсенче, биатлонра, мини-футбол вăййинче чи вăйлисем пулчĕç. Шетмĕпуçсем çăмăл атлетика эстафетинче тата эрудитсен конкурсĕнче пĕрремĕшсем, сĕтелçи теннисĕпе, футболла выллясипе иккĕмĕшсем пулчĕç, Чăрăшкассисем мини-футбол вăййинче, хаваслă стартсенче тата биатлонра виççĕмĕшсем пулчĕç, Тивĕшсем вара эрудитсен конкурсĕнче, сĕтелçи теннисĕнче пĕрремĕшсем, çăмăл атлетика эстафетинче, биатлонра, хаваслă стартсенче иккĕмĕшсем пулчĕç.

Спорт ăмăртăвĕсем  хыççăн слета пухăннисем Тивĕшри культура çуртне пухăнчĕç. Залра икçĕр вырăнлă çуртра халăх лăк тулли, кунта ял ĕçченĕсем те концерт курма килнĕ. Кăçал çамрăк артистсем куракансене Аслă Çĕнтерÿ 60 çул çитнине халалланă патриотизмла тематикăпа  çыхăннă художества пултарулăх номерĕсемпе савăнтрачĕç. Уйрăмах Шетмĕпуçсемпе, Тивĕшри шкулсенче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе куракансене савăнтарчĕç.

Пĕтĕмĕшле слет кун йĕркинчи ăмăртусемпе конкурссене пĕтĕмлетнĕ хыççăн Шетмĕпуçсем виççĕмĕш, Панклисем - иккĕмĕш, Тивĕшри вăтакм шкулти тăххăрмĕшĕсем пĕрремĕш вырăна тухни паллă пулчĕ. Тивĕш шкул директорĕ В.А. Федотова çĕнтерÿçĕсене диплмсем парса чысларĕ. Çапла вара, 2005-мĕш çулхи 33-мĕш слетăн куçса çÿрекен кубокĕ Тивĕш шкулĕнче юлчĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
16 марта 2005
00:00
Поделиться