Моргаушский муниципальный округ

Сывă пурнăç йĕркишĕн

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕн кубокĕшĕн

Мартăн 19-мĕшĕнче Муркашри  йĕлтĕр базинче район администрацийĕн пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăрту пулать. Кăçал ăна Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул тултарнине халаллаççĕ. Асăннă ăмăртăва районти ĕççыннисене йĕлтĕр спортне явăçтарас, физкультурăпа спорта малалла та аталантарас тĕллевпе ирттереççĕ. Унта ял хуçалăх предприятийĕсен, организацисен, шкулсенчи педагогсен коллективĕсен, ял администрацийĕсен, рарйон администрацийĕн пайĕсен физкультура коллективĕсен пĕрлештернĕ командисем ертÿçисемпе пĕрле хутшăнаççĕ.

Командăра 4 çын пулмалла: 2 арçын, 2 хĕрарăм. Командăпа пĕрле ертÿçĕн те хутшăнмалла ăмăртăва. Вăл эстафета мелĕпе, 4 тапхăрпа иртет. Арçынсем 2 километра, хĕрарăмсем 1 километра чупаççĕ. Çĕнтерÿçĕ- командăсем куçса çÿрекен кубоксемпе парнесене, 2 тата 3 вырăн хуçисем дипломсемпе парнесене тивĕçеççĕ.

Малтанхи заявкăсене мартăн 19-мĕшĕччен район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайне 2-24-65 телефонпа тăратмалла.

Ăмăрту 11 сехетре пуçланать. Ăна 10 сехет те 30 минутра хаваслă лару-тăрура уçаççĕ. Асăннă ăмăртăва официаллă  майпа чĕннĕ тесе йышăнмалла.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
16 марта 2005
00:00
Поделиться
;