Моргаушский муниципальный округ

Шкул директорĕсем канашланă

 

Иртнĕ эрне кун Муркашра шкул директорĕсен канашлăвĕ пулнă. Унта нумай ыйтусене сÿтсе явнă, вĕсем пурте куллен пурнăçламалли  ĕçсемпе çыхăннă. Сăмахран, пушарсенчен асăрханасси, урхи шыв-шур инкек кÿресрен  сыхланасси, пĕрлехи патшалăх экзаменне хатĕрленесси т. ыт. те.

Хальхи вăхăтра ЧР Президенчĕ ЧР Патшалăх Канашне янă Çырупа пур çĕрте те пысăк интереспа паллашаççĕ. "Пысăк çитĕнÿсем тума пысăк тĕллевсем кирлĕ" ятлă вăл. Унта вĕрентÿ учрежденийĕсем умне те пысăк задачăсем лартнă. Вĕсем çинче канашлура район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи В.М. Михайлов тĕплĕн чарăнчĕ.

Канашлура çавăн пекех шкул ачисен спартакиадине ирттересси, çул çитмен çамрăксен право йĕркине пăснине асăрхаттарсси, учительсен ĕç условийĕсене лайăхлатасси пирки ыйтусене пăхса тухнă.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
16 марта 2005
00:00
Поделиться
;