Моргаушский муниципальный округ

Çăварнипе сывлăх - уйрăлми

 

Аслă çăварнире хĕл пулсан, кĕçĕн çăварнире - çуркунне. Çапла, пурнăç улшăнать те çут çанталăк та пĕр вырăнта тăмасть. Халăхăмăрăн авалхи йăлине пăрахăçа хăвармасăр тата çăварни ял çыннишĕн çур аки умĕнхи чи савăнăçлă уяв пулнине шута хурса эпир те пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче шкулта ырă йăла-йĕркене асра тытса тата ăна паянхи лару-тăрупа пуянлатса пысăк спорт уявĕ ирттертĕмĕр. "Атте, анне, тата эпĕ - спортпа туслă çемье" конкурса ачасемпе сывă пурнăç йĕркине халалларăмăр.

Çуркуннене систерекен янкăр хĕвеллĕ кун. Палăртнă вăхăта шкул патĕнчи сăрта ашшĕ-амăшĕсемпе ачасен тăхăр команди тата учительсен икĕ ушкăнĕ тухрĕç. Ун умĕн шкул директорĕ Галина Павловна Ершова пурне теçуркунне çитнипе саламларĕ, умра тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕ, стартра ăнăçу сунчĕ. Хыççăн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен А. Данилова пухăннисене (курма килнисем те йышлă пулчĕç) çăварни уявĕн  историйĕпе, унăн йăли-йĕркипе паллаштарчĕ. Уяв илемне савăнăç кĕртме шкул ачисем çăварни çинчен сăвăсем вулани, юрăсем юрлани те шкулта туслăх хуçаланнине çирĕплетрĕ.

Акă, уяв та пуçланчĕ. Малтанах сăртран çунашкапа шкулта чи лайăх вĕренекен И. Анисимова, Т. Семенова ярăнса анма тивĕç пулчĕç. Вĕсем хыççăн çăварни çуни малтан-мала кайрĕ. "Кантăр вăрăм ÿстĕр, тыр-пул лайăх пултăр", - тесе пăрçа сапни те ачасене асатте-асаннесен пурнăçне тавăрчĕ. Пухăннисем хушшинче Тунти старикки вун икĕ вĕçлĕ пушшипе чир-чĕре хăваларĕ. Унпа савăннă ачасем тăвайккирен ярăнчĕç те ярăнчĕç.

Уява тухнă 11 команда вара мероприятие спорт тĕсĕ кĕртрĕ. Вĕсем ăмăртмалла йĕлтĕрпе чупрĕç, çавăнтах пăшалпа тĕл перессипе вăй виçрĕç (биатлон), çунашкапа слаломра ăмăртрĕç, васкавлă пулăшу парассипе хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Уяв ирттерме йĕркеленĕ жюрие пĕтĕмлетÿ тума çăмăл пулмарĕ. Кирек епле ăмăрту та çĕнтерÿсĕр пулмасть. Çак уяв та унран аякра тăмарĕ. Тĕплĕ тишкернĕ хыççăн Тихоновсен çемйи çĕнтерни палăрчĕ. Демьяновсемпе Соловьевсем иккĕмĕш вырăна пайларĕç. Арапкинсем виççĕмĕш вырăн хуçисем пулса тăчĕç. Ăмăртăва хутшăннă Федоровсен, Скворцовсен, Беловсен, Алжировсен, Александровсен, Семеновсен çемйисем те уява ырă сăн кĕртĕç, хăйсене лайăх енчен кăтартрĕç.

Спорт ăмăртăвĕсем хыççăн уява хутшăннисем шкул поварĕсем пĕçернĕ çăварни икерчипе киленчĕç. Уява вĕçлесе пухăннисем чир-чĕртен сывалма çăварни карчăкĕн улăм кÿлепине çунтарчĕç.

Хăйне евĕр хĕл ăсатăвĕн уявĕ пурин кăмăлне те кайрĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
16 марта 2005
00:00
Поделиться