Моргаушский муниципальный округ

Пулас ăрусем валли парне

 

2002 çулхи февраль уйăхĕнче çĕршыври çут çанталăк ресурсĕсен министрĕнчен С.Э. Дриневран хам янă çыру çине хурав илнĕччĕ. Унта вăл эрозие хирĕçе тата агромелиораци ĕçĕсене пурнăçламашкăн кашни район валли укçа-тенкĕ уйăрасси, ĕçсене туса ирттерессине вара вăрман хуçалăхĕн предприятийĕсем çине хывасси çинчен пĕлтернĕччĕ.

Унтанпа виçĕ çул иртрĕ. Результатсене курма пулть-и; Калама йывăртарах. Эпĕ астăвасса, эрози вăйлă сиен кÿнĕвырăнсенче лартса хăварнă вăрман тăрăхĕсем пурте тенĕ пекех «пурăнмарĕç». Вĕсене выльăхсем кĕртсе таптаттарнăран çулталăкранах тенĕ евĕр вĕсен йĕрĕ те юлмарĕ темелле. Çапла вара, вăрман хуçалăхĕсем йывăçсем лартса тăкакланă халăх укçи çилпе вĕçрĕ темелле, эрози çурса сиен кÿрекен çырма-çатрасем шывсем пухăнакан вырăнсем патнех çывхарчĕç.

Хамăр пурăнакан тăрăха хÿтĕлесси çÿрщыва хÿтĕлессипе  пĕрех пулмалла. Кăçа вара кашни çын таса чунпа ăнланни кирлĕ. Çырма-çатрасене, улăх-çарансене т. ыт. те эрозирен хÿтĕлессипе ĕçе кам туса ирттернĕ, вĕсем те ăна ĕмĕрлĕхе куçаççĕ тесе йышăннă Президент Указĕ Кăна эрозирен чăнласах хÿтĕлессинче усăллă та курăмлă пулĕ. Енчен те çак ĕçе эпир халĕ тумастпăр пулсан, çывăх çулсенчех ăна çĕре харпăрлăха туяннă çынсен çĕрĕсем çинче чура евĕр пурнăçлама тивет. Эрози сиенленĕ çĕрсене чылай çĕрте ял хуçалăхĕнче усă кураканнисен шутĕнчен кăларнă. Çавăнпа та сутасса та вĕсене ячĕшĕн çирĕплетнĕ хаксемпе сутса ярĕç. Эпир вара каллех «çурăк валашка» умĕнче тăрса юлăпăр.

Президент Указĕ кирлине тĕслĕхсемпе те çирĕплетсе пама пулать. Тепĕр 15-20 çултанах, нефть, газ, вăрман запасĕсем сахалланса юлсан, 1 гектар çине лартса хăварнă вăрман тăрăхĕ мĕн хака тăнине тавçăрма йывăр мар.

«Помещик, дворянин» сăмахсем ятлаçса каламалли сăмахсем мар, вĕсем «поместье, двор» сăмахсенчен пулса кайнă. Эпир те помещиксемпе дворянинсем пулма пултаратпăр, енчен те пирĕн алăра 0, 5, 1, 2, 3 гектар чухлĕ вăрмансемпе садсем пулсан. Уйрăмлăхĕ пĕрре кăна. Çав çĕрсем çинче эпир хамăрах, хамăршăн чуна парса ĕçлĕпĕр. Ун чухне вара, хамăн ачалăхри евĕр, кашни килтех пан улми те купи-купипех пулĕ, витри-витрипе çырла йăтăнĕ.

Çак пуянлăх-пурлăха хулана кайса сутма хакла ларать. Анчах та ялсенче пуçаруллă çынсем тупăнĕçех, вĕсем çав улма-çырлапа пахча çимĕçе тирпейлекен предприятисем уçĕç. Хулана ваара йÿнĕ варени, повидло, компот, тăварланă çимĕçсем, çийĕнчех хатĕрленĕ улма-çырлапа пахча çимĕç, пыл ăсанĕ.

Уйрăмах пысăк тухăç паракан çулсенче пан улми те, пахча çимĕçсе  те ытлашшипех. Вĕсем вара кашни килти хуçалăхрах выльăх апачĕн базине пуянлатма пулăшĕç.Сăмахран, манăн кÿршĕ кĕркунне пан улмипе çĕр пуç таран хур, кăркка, чăхсем усраса тăрантарать. Пан улмипе тата пахча çимĕçсемпе тăрантарнă качака тата ĕне сĕчĕ мĕн тери тутлă, шăрши те паха.

Вăрмансене санитари тĕлĕшĕнчен касса тирпейленĕ Чухне кашнин хăйĕн вуттиçшенки, стройматериал пулать. Чухăнсем тата килĕшекен ĕç тупайманран шанчăка çухатнисем пулмаççĕ, мĕншĕн тесен кашнин хăйĕн участокĕ пулать, вăл вара шанчăклă тупăш парĕ.

Ваттисене, вăйсăррисене кÿршĕсем, çамрăксем, энтузиастсем пулăшса тăрĕç. Ялсенче ĕлĕкхи пекех туслăх, пĕрне пĕри пулăшасси хуçаланĕç. Община ответлăхĕн туйăмĕ ÿсĕ.

Ĕç - чи лайăх та ăслă воспитатель. Чуна парса тăвакана ĕçре ачасем хăйсен пĕчĕк Тăван çĕршывĕнчех тарăн та çирĕп тымар ярĕç, вĕсенче ашшĕ-амăшĕн килне туртăнас туйăм вăйланĕ. Чăн-чăн патриот-хуçасем, хăйсен пуласлăхĕшĕн çине тăма пĕлекенсем ÿссе çитĕнĕç.

Хăйсен вăрман-сачĕсенче пĕвесем тума вăй çитерекенсен сĕтел çинче яланах чĕрĕ пулă пулĕ. Кÿршĕсен общинисен вăйĕпе тĕрлĕ пулă ĕрчетме пысăк пĕвесем тума та май килчĕ.

Çырма-çатрасемпе улăх-çарансем вăрман-садсемпе витĕнсе хупланĕç, вĕсенче вĕллесем вырнаçĕç. Атăлпа Сăр нумай-нумай ешĕл хунавсем витĕр иртсе шыв тăракан вырăнсенех çитĕç. Вĕсене юшкăн сахалрах юхĕ, шывĕ тасарах пулĕ, çырма-çатрасемпе тайлăм вырăнсенче çурхи юрсем ирĕлсе юхасси чакĕ. Шупашкар тинĕсĕ хальхи пек хăвăрт ăшхаланмĕ.

Уй-хирсемпе вăрмансен санитарĕсемшĕн – кайăк-кĕшĕкшĕн чăн-чăн ырлăх çитĕ. Йăва çавăрмашкăн туратпа çулçă ытлăçитлĕ пулĕ, тăранса пурăнмалăх плешпе палан, шăлан, терн çырлисем çурхи ăшă кунсемчченех çитĕç. Пĕвесене ондатрсемпе хăнтăрсем иленĕç.

Ялсенче демографиллĕ лару-тăру та лайăхланĕ. Ялсенче пурăнакансен йышĕ ÿсĕ, вĕсем çывăрах пулĕç. Ялти пурнăç та илĕртÿллĕрех курăнĕ. Çамрăксем ĕç шырама хулана хальхи пек йышлă туртăнмĕç. Вăрăма тăсăлакан сурхури тĕлĕнчи каникула вара сывлăха çирĕплетес, халăхăн пурлăх тĕлĕшĕнчи лару-тăрăвне лайăхлатас, эрех-сăра ĕçессине чакарас тĕллевпе вара виçĕ пая пайламалла: Çĕнĕ çулта, çуркунне (ака-суха тапхăрĕнче), кĕркунне (ĕççи тапхăрĕнче). Çав каникулсем вăрман-садсенче ĕçлеме, канăва уçăллăрах ирттерме пулăшĕç.

Ялсенче пурăнакансен ĕмĕрĕ вăрăмланĕ, уйрăмах ачасен. Хăйĕн ĕçĕн çимĕçĕсем çине тепĕр вуншар çултан пăхса вĕсемпе савăнма кам хирĕç пултăр. Çавăнпа вĕсем хăйсене мĕн пĕчĕкренех нумай-нумай çулсем пурăнмашкăн хатĕрлĕç, киревсĕр йăласенчен сивĕнĕç.

Çум курăкĕ ашкăрса ларакан уйсем куçран çухалĕç, вĕсене кĕтÿ çÿретмелли вырăнсем пек кăна усă курмалла. Чăваш Республикин ландшафчĕ палăрмалла мар лайăхланĕ. Пирĕн пата канакансемпе туристсем ытларах килсе çÿреччĕр кăна. Вĕсем валли алă айĕнче яланах тем тĕрлĕ паха çимĕç, улма-çырла, аш-какай тата сĕт продукчĕсем, пыл пулчĕç. Шыва кĕмешкĕн, хĕртĕнмешкĕн, канмашкăн вара – илĕртÿллĕ условисемпе вырăнсем.

Çĕр участокĕсене тивĕçлипе тытса тăрассишĕн, экологие лайăхлатса пырассишĕн ял тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсен яваплăхĕ те ÿсĕ. Пуçлăхсен рейтингĕн пĕрремĕш статйи тавралăха сыхлас ĕçсен пахалăхĕ пулса тăмалла, мĕншĕн тесен вĕсен çак ĕçсене йĕркелесе ертсе пымалла, çынсен пурнăçне лайăхлатмашкăн çĕнĕ, творчествăла çул-йĕрсем шырамалла. Çут çанталăкпа тата çанталăкпа килĕштерсе, кĕтĕве кĕтекенсен яваплăхĕ те ÿсет.

Çут çанталăка сыхлас ĕçе пурне те явăçтарма майсем пур, кунта машинăсемпе усă курмасăрах, апла пулсан çунтармалли-сĕрмелли материалсем тăкакламасăрах пулать.

Çавăнпа та Президент çакăн пек Указа йышăнни пĕтĕм халăхшăн, уйрăмах çитĕнекен ăрушăн çав тери пысăк парне пулĕччĕ.

Автортан. Асăннă статьяна Нискассинси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул коллективĕпе, Ярославка ял администрацийĕн пуçлăхĕпе, «Сеятель» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçипе пĕрле сÿтсе явнă тата ырланă.

   



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
12 марта 2005
00:00
Поделиться