Моргаушский муниципальный округ

Хĕрарăмсем пуçарулăх кăтартаççĕ

 

Районта чылай çĕрте хĕрарăмсен канашĕсем активлă ĕçлеççĕ. Акă, Шетмĕпуç ял администрацийĕ çумĕнчи хĕрарăмсен канашĕ иккĕмĕш çул ĕнтĕ хĕрарăмсен канашĕн ертÿçин В.В. Никитинан кубокĕшĕн спартакиада ирттерчĕ. Ăна Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине тата Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă. Вăл мартăн 7-мĕшĕнче Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта иртрĕ.

Спартакиадăна хутшăнакан тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем – 20 çулчченхисем, 20 çултан иртнисем, 30, 40 çулсенчен аслăраххисем пăшалтан персе, йĕлтĕрпе, волейболла тата шашкăлла выляса ăмăртрĕç. Унта пĕтĕмпе 5 команда вăй виçрĕ (Сарчак, Турхан, Тивĕш, Катăкуй тата Шетмĕпуçĕнчи тĕп шкул командисем).

Спортăн кашни тĕсĕпе ăмăрту питĕ çивĕч иртрĕ. Кашни командăшăн «чирлеме» пухăннисем вĕсене хавхалантарса тăчĕç.

Чи пултарулли вара Шетмĕпуçĕнчи тĕп шкул команди пулчĕ. Вăл куçса çÿрекен кубока, Диплома тата пылак парнене (торт) тивĕçрĕ. Сăмах май каласан, ку команда пĕлтĕр те çĕнтерÿçĕ пулнăччĕ.

Иккĕмĕш вырăна – Турхансем, виççĕмĕшне Тивĕшсем йышăнчĕç. Вĕсене те Хисеп грамотисемпе тата пылак парнесемпе чысларĕç. Сарчаксемпе Катăкуйсем те хавхалантармалли парнене тивĕçрĕç. Иртнĕ çул çак спартакиадăна 8 команда хутшăннăччĕ.

Юлашкинчен пухăннисене уяв ячĕпе Шетмĕпуç ял администрацийĕн пуçлăхĕ И.В. Петрова, кунти тĕп шкул директорĕ А.В. Степанова, вырăнти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи В.В. Никитина ăшшăн саламларĕç, пурне те пурнăçра телей, çемьере килĕшÿ, ĕçре ăнăçусем сунчĕç. Спартакиада спонсорĕ те хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи В.В. Никитина хăех пулчĕ.

Сăмах май каласан, Валентина Владимировна кунти Культура çурчĕн ертÿçи те, библиотекарь та. Çав вăхăтрах хĕрарăмсен канашне ертсе пыма та вăхăт тупать. Ку ĕçре те пултарулăх кăтартать. Спартакиада ирттерсе те вăл лайăх пуçару турĕ. Паян пур çĕрте те сывă пурнăç йĕркишĕн кĕрешмелле. Çынсене спорт ăмăртăвĕсене ытларах явăçтарни çак тĕллевпе килĕшсе тăрать  те. Кăçалхи спартакиадăпа та пурте кăмăллă юлчĕç.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
12 марта 2005
00:00
Поделиться