Ячĕшĕн акса хирсене çумлантарас мар
Иртнĕ тунти кун, февралĕн 28-мĕшĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллегин черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Унта хутшăннисем «Хлебороб» тата Чкалов яч. хис. хуçалăхсенче çурхи уй-хир ĕçĕсене епле хатĕрленнине, Чăваш Республикин Президенчĕн «Алкоголизм профилактикине, эрех-сăра ĕçнине тĕрĕслессине вăйлатмалли хушма мерăсем» Указĕ мĕнле пурнăçланнине, çăмăллăхсемпе усă куракан граждансем уйăхсерен укçа-тенкĕ илесси епле пурнăçа кĕрсе пынине пăхса тухса хак пачĕç, йышăнусем турĕç.
Мĕн акатăн - çав шăтать, тенине пысăк шухăш хывăннă. Çакна коллеги ларăвĕ патне илсе пырсан, паян пĕрремĕш вырăнта çур акине хатĕрленсе ăна агротехника требованийĕсемпе килĕшÿллĕ ирттерсе малашлăх валли çирĕп никĕс хывса хăварасси пулни курăнать. Паллах, алкоголизмпа кĕрешесси те, ĕçлесе çĕнсе илнĕ çăмăллăхсемпе усă курасси те кун йĕркинче пĕлтерĕшлĕ ыйтусем.
Коллеги ларăвĕнче «Хлебороб» тата Чкалов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕсенче çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси епле пынине пăхса тухни уйрăмах çивĕччĕн иртрĕ.
«Хлебороб». Хуçалăхра çурхи уй-хир ĕçĕсен планне йышăнса çирĕплетнĕ. Çур акире кунта 599 гектар ял хуçалăх культурисем акса-лартса хăвармалла. Кĕрхи çĕртмене 75 гектар çинче çеç пурнăçланăран нумай лаптăксене çур акире сухаласа акмалла-лартмалла. Календарь çинче çуркунне пуçланчĕ пулин те, «Хлеборобсем» паян çывхаракан уй-хир ĕçĕсене хатĕр тесе калама çук: кондициллĕ вăрлăх çителĕксĕр, ака-сухара кăкарса ĕçлемелли техникăна юсама пуçăнман, çур аки валлилĕх сĕрмелли-çунтармалли материалсемпе минераллă удобренисем (38 тонна хлорлă калисĕр) хальлĕхе çук, механизаторсем çитмеççĕ. Вăрлăха илес пулсан, унăн пысăк пайĕ тасалăхпа тата çум вăрлăхĕпе кондицие лармаççĕ. Çавна курсах хуçалăхра вăрлăх сортлас ĕçе пуçăнман, анчах çитмен вăрлăха туянма калаçса татăлнă. Ял хуçалăх техникине юсама 50 пин тенкĕлĕх запас пайсем илсе килнĕ. Çаксемпе паянлăха çур акине хатĕрленес ĕç вĕçленнĕ. Механизаторсем çитменнине курах Муркашри юсавпа техника предприятийĕнчи вĕрентÿ курсне механизатора пĕр çамрăка та вĕренме яман, парк территоринчи çĕрсе выртакан тимĕр-тăмăрпа юсав ĕçĕсем валли кирлĕ çав электродсемпе тимĕр прутоксенех ылмаштарса илессипе те ĕçлемен. Хуçалăх паян ĕçлесе илекен укçа-тенкĕ усă курнă электричество çутишĕн тÿленипех тухса каять. Талăкра кашни ĕнерен 3,7 килограмм сĕт сусан урăхла пулĕ-и-ха; Çакнашкал лару-тăрура, паллах, ĕç укçин виçине ÿстересси пирки сăмах тапратни те усăсăр. Ку вара пĕтĕмĕшле ĕç-хĕл çăл куçĕ.
Чкалов яч. хис. «Хлеборобран» икĕ хута яхăн пĕчĕк хуçалăхра паянхи куна çурхи уй-хир ĕçĕсен планне туса çитерес ĕç пырать. Çурхи культурăсем хуçалăхра 380 гектар йышăнмалла. Вĕсен тĕп пайĕнче (326 гектар) пĕрчĕллĕ культурăсем. Иртнĕ çулхи çĕр улми те кăларăнмасăрах юр айне пулнăран кăçал кунта ăна лартассине пăхмаççĕ. Кунпа пĕрлех, вăрлăх сортлас ĕçе кÿлĕннĕ пулин те, хуçалăхра хальлĕхе ака кондицине ларакан вăрлăх çук. Финанс лару-тăрăвĕ йывăртан хуçалăх ертÿçи çур акине хатĕрленме запас пайсемпе «тивĕçтерме» пĕр ДТ-75 трактора запас пайсем тума пăхни, тепĕр МТЗ-80 сутма шутлани çинчен пĕлтерчĕ. Капла кашни çул пĕршер трактор запас пая ярсан... Хуçалăхра çав вăхăтрах, ертÿçĕ каланăран, механизаторсем çитеççĕ. Апла пулин те, иртнĕ вырмари «хир карапĕсем» тулли бункерпа (!) «управра» лараççĕ. Хуçалăх укçа-тенкĕне тĕпрен тырă-пулăран тата выльăх-чĕрлĕхрен илес шутлă. Ăна тума çур аки валли 21 тонна дизтопливо, 7 тонна бензин, 1 тонна дизель çăвĕ кирлĕ пулсан, паян вĕсем çукпа пĕрех. Минераллă удобренирен аммиак селитри кăна 6 тонна пур. Хуçалăхра культиваторсем юсас ĕç пуçланнă.
Çак икĕ хуçалăхри хальхи лару-тăрăва коллеги членĕсем питĕ япăх тесе хакларĕç, мартăн 10-мĕшĕччен çурхи уй-хир ĕç планĕсене çирĕплетсе çитерсе вĕсемпе тата ĕçшĕн тÿлессипе механизаторсене, юсавçăсене паллаштарма, апрелĕн 1-мĕшĕччен пур вăрлăха та ака кондицине лартма, çур акире 1,5-2 сменăпа ĕçлеме механизаторсене çирĕплетме, çур акине хутшăнакансене медицина тĕрĕслевне тăратма, уй-хире тухиччен ĕç укçи парăмне чакарма йышăну турĕç.
- Çур акие хатĕрленнĕ çĕрте хамăр çине хамăр шанни, хамăр вăйсене тĕрĕс хаклани малти вырăнта. «Хлеборобра» паян вара, авă, «инвесторпа калаçатпăр, инвестици кĕтетпĕр» тесе ларни алă уснине пĕлтермест-и; Инвесторне кĕтни çеç вĕсем çуккипе танах. Кайран вара... катăк влашка умне тăрсан... 40 центнер лартса 40 центнер пуçтарсан... Пурнăç ĕçлеме ыйтать. Кĕтсе ларнипех çăвара сыр кĕрсе ÿкмĕ, - терĕ ку ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май коллеги членĕ В. Краснов. Пурнăçра та, производствăра та пуян опыт пухнă Валериан Семенович сăмахĕсем «Хлеборобпа» Чкалов яч. хис. хуçалăхсене те, ыттисене те шухăшлаттармалла. Ыран мар, ПАЯН!