Техосмотр ака-сухана çул уçать
Кун вăрăмланни самаях сисĕнет ĕнтĕ. Хĕл сиввисем пирĕнтен уйрăлма васкамаççĕ пулин те, çур акиччен вăхăт питĕ нумаях юлманнине календарь калать, хĕвел çÿлелле хăпарни систерет. Çур акири тĕп ĕçсем техникăпа çыхăннăран вĕсене ака-сухана хатĕрлесси те пĕрлехи тивĕç, паян тумалли ĕç. Çакна шута илсе паянхи калаçăва районти патшалăх техника надзорĕн инженер-инспекторне С. Николаева чĕнтĕмĕр.
- Сергей Александрович, техникăна ĕçе хатĕрлесси пĕр кунхи ĕç мар. Хире тухиччен вара техникăн техосмотр тăмалла, ĕçе тухма ирĕк илмелле. Тĕрĕсех калатăп пуль?
- Сирĕн шухăша хирĕçлеймесĕп. Чăн çĕр ĕçченĕнĕ те çаплах шутламалла. Пирĕн вара çав ĕçе тĕрĕслесе-йĕркелесе тăмалла. Март уйăхĕн кунĕсем ял хуçалăхĕнче çур аки çывхарнине систереççĕ. Уй-хир ĕçĕсем вара ытларах техникăпа çыххăнине шута илсе ĕçсене явăçтаракан техникăна унчченрех техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларса вĕсем ĕçе епле хатĕррине пĕлмелле. Çакна валли Раççей Федерацийĕн Правительствин 2002 çулхи 117-мĕш номерлĕ постановленийĕ те пур. Унта тракторсене, хăй тĕллĕн çÿрекен çул-йĕр тата строительство техникине, вĕсен прицепĕсене патшалăх техника тĕрĕслевне тăратмалли йĕркене çирĕплетнĕ. Вăл паян хуçалăх ертÿçисемшĕн, инженерсемпе механизаторсемшĕн тĕп саккун пулса тăрать. Кăçал тракторсемпе вĕсен прицепĕсене пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен март-апрель уйăхĕсенче, предприятисемпе организацисен, хăйсен харпăрлăхĕнче трактор тытакан граждансен техникăна май-июнь уйăхĕсенче техосмотр тăратмалла. Кăçалхи февралĕн 19-мĕшĕнче ЧР Ял хуçалăх министерстви тракторсемпе хăй тĕллĕн çÿрекен строительство тата çул-йĕр машинисене, вĕсен прицепĕсене Чăваш Республикинчи предприяти-организацисенче март-июнь уйăхĕсенче техосмотр тăратма приказ кăларчĕ. Çак тĕрĕслевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертÿçи В. Ананьев килĕшнипе Чăваш Республикин Патшалăх техника надзор управленийĕн пуçлăхĕ В. Димитриев район валли график çирĕплетрĕ. Акă вăл:
«Нива» 7.04
«Юнга» 14.04
Ленин яч. хис. 5.04
«Тораево» 4.04
«Сеятель» 11.04
Суворов яч. хис. 4.04
Ильич яч. хис. 1.04
«Хлебороб» 12.04
Е. Андреев яч. хис. 5.04
«Оринино» 28.03
«Свобода» 29.03
К. Иванов яч. хис. 30.03
«Лидер» 8.04
Мичурин яч. хис. 30.03
Чапаев яч. хис. 31.03
«Герой» 29.03
«Восток» 28.03
«Передовик» 8.04
«Ударник» 6.04
«Сундырский» 7.04
«Колос» 13.04
«Моргаушская» 13.04
«Чемеево» 11.04
«Волга» 12.04
«Динамо» 31.03
Чкалов яч. хис. 1.04
Агропромхими 15.04
- Çур аки умĕн техосмотр ирттернĕ чух çулленех кивĕ удостоверенисен ыйтăвĕ çиеле сиксе тухать. Кăçал та çапла пулмĕ-и? Кивĕ удостоверенисене çĕннисемпе улăштарма çав териех йывăр-им?
- Йывăрлăхĕ çук, анчах ăна механизаторсемпе хуçалăхсен е предприятисен инженери службисем искусствăлла майпа хăйсем тăваççĕ. Тракторист-машинистсен çĕнĕ удостоверенийĕсем çине куçни иккĕмĕш çул ĕнтĕ. Çапах механизаторсем хушшинче киввипех усă куракансем те çук мар-ха. Çавсем ĕнтĕ эсир хускатнă ыйтăва йывăрлатаççĕ. Çирĕплетсех калатăп, çул çинче тĕл пулсан, унашкаллисене каçару пулмĕ. Çакна ăнланса кивĕ удостоверениллисен техосмотр пуçланиччен вăхăт пуррипе усă курса удостоверенисене улăштарма тăрăшмалла. Кунта кăçалхи федераллă саккунри çĕнĕлĕхсем пирки те асра тытмалла. Вĕсем – тарифсем улшăнни çинчен. Хаксем кăштах ÿсрĕç. Акă, удостоверени улăштарма халĕ 160 тенкĕ, çĕнĕ удостоверени илме 380-440 тенкĕ, техосмотр актне панăшăн е унăн вăхăтне тăснăшăн 100 тенкĕ, талок-ирĕкшĕн 30 тенкĕ, пĕр техника техосмотр ирттернĕшĕн 10 тенкĕ. Çапла вара харпăрлăхра трактор, прицеп тытакан çынсен тракторпа прицепа техосмотр тăратасси 140-шер тенкĕне ларать. Хуçалăхсемпе предприяти-организацисен техосмотр тăратнă кашни ушкăнне техосмотр актне памалли хак 100 тенкĕ. Çавăнпа та техникăна ĕçе йĕркеллĕ хатĕрлесе пĕр тапхăрпа техосмотр тăратни перекетлĕрех те вырăнлăрах. Кунпа пĕрлех тракторсемпе хăйтĕллĕн çÿрекен ытти техникăна регистрацилеме 530 тенкĕ, прицепсене – 330 тенкĕ пулнине пĕлтеретĕп. Халĕ каланине шута илсе техосмотра графикпа палăртнă кунра ирттерес тесен, техосмотр ыйтăвĕ çине тимлĕ пăхмалла. Çур аки паха ирттересси çакăнтан та килнине манар мар.
- Çур акипе техосмотр вĕçленмест вĕт?
- Çапла, тракторсемпе прицепсене техника тĕрĕслевне тăратнипе пĕрлех май уйăхĕн вĕçĕнчен пуçласа пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен выльăх апачĕ хатĕрлекен техникăна тата вăхăтра техосмотр тăман техника хатĕрĕсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла пулать. Çак графикпа килĕшÿллĕн вăл е ку территорире пурăнакан уйрăм çынсен те хăйсен харпăрлăхĕнчи тракторсемпе прицепсене техосмотр тăратмалла пулĕ. Июль уйăхĕнче çак ĕçсене вырмана хутшăнакан техника тĕлĕшпе туса ирттерĕпĕр.
Мĕнех, хăнăхнă йĕрке, тейĕ вулакан. Çакна хирĕçлеместпĕр пулин те, маларах пĕлтернине пăхмасăрах вăхăт çитсен ĕçсене хатĕр мар техникăна тăтăшах тĕл пулма, административлă мерăсем йышăнма тивет. Çапла ан пултăр, ĕç хăрушсăрлăхне пăхăнса пырас тесен, техника хатĕрĕсене вăхăтра техосмотр тăратмалла. Юсавлă техникăпа ĕç тухăçлăхĕ те ÿсĕ, малашлăх та шанчăклă пулĕ.
Техосмотра хатĕрленĕ техника çинче пур механизмсемпе агрегатсен те ĕçлемелле, вĕсен таса, тормоз системипе руль управленийĕн т. ыт. те юсавлă, огнетушитель, медицина аптечки, авари чарăнăвĕн паллисем пулмалла. Техника тĕрĕслевне хатĕрленнĕ чух инженерсемпе механизаторсен техпаспорт, техталон, регистраци свидетельстви тата кашни механизаторăн медицина справки çинчен асрах тытмалла. Тракторист çумĕнче ирĕк паракан категориллĕ удостоверени – чи кирли. Тракторсемпе прицепсене çуса тасатмалла, сăрламалла. Техникăна техосмотр тăратакансен страховани полисĕ те çумрах пулмалла.
Юсавлă техника çеç çур аки пахалăхне ÿстерĕ, пысăк тухăç илме шанчăк парĕ.
Техникăна техосмотра хатĕрлемелли сĕнÿсемлĕ предписанисем районти патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕнче пур. Вĕсене хуçалăхсен ертÿçисемпе инженерĕсен хальтерех килсе илмелле, вĕсемпе килĕшÿллĕн ĕçлемелле.