Моргаушский муниципальный округ

Пурнăçне ачасене халалланă

 

Ачалăх кунĕсенче çулсем пĕрин хыççăн тепри хăвăрт ылмашăнса иртнĕшĕн никам та, паллах, кулянмасть. Уйрăмах çав çулсем хуйхă-суйхăсăр иртеççĕ пулсан.

Кашмаш ялĕнче пуранакан К.М. Широкован ачалăх вăхăчĕ хаяр вăрçă çулĕсемпе çыхăннă. Вăрçă пынă тапхăрта  пурнăç никамшăн та çăмăл пулман. Çавăнпа та Клавдия Михайловнан та иртнĕ кунсен аса-илÿ çăмхи сÿтĕлсе пынă май куçĕсем шывланчĕç.

Шупашкар районĕнчи Ямпулат ялĕнче 1932 çулта çутă тĕнчене  килнĕ Клавдия Михайловна – пулас учительница. Шемшер шкулĕнче 10 класс пĕтернĕ. Çав çулах учительсен институтне вĕренме кĕрет. Алла диплом илсен ăна Муркаш районĕнчи Кашмашри 7 çул вĕренмелли шкула ĕçлеме яраççĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет вăл ачасене. К.М. Широкован пĕтĕм пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çак ялпа çыхăннă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй-халне шеллемесĕр тăрăшать вăл Кашмаш шкулĕнче, ачасеге тăван чĕлхе пуянлăхне курма-туйма вĕрентет.

Клавдия Михайловнан пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 40 çул ытла, çав шутра учительте ĕçлени – 33 çул. Çак тапхăрта мĕн чухлĕ ачана вĕрентмен пулĕ вăл. Пурте Тăван çĕршыва юрăхлă пулччăр тесе тĕрĕс воспитани пама тăрăшнă. Сăмах май çакна та каласа хăвармалла. Унăн вĕренекенĕсем пулнисем хушшинче те учитель профессине суйласа илнисем сахал мар, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче педагог пулса ĕçлеççĕ.

Кăштах ачалăх çулĕсене аса илер-ха. Клавăн ашшĕпе амăшĕ шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пураннă. Иккĕшĕ те колхозра ĕçленĕ. 4 хĕрпе 2 ывăл ÿснĕ çемьере, Клава – виççĕмĕш ача. Вĕсем кашни ачине вĕрентес тесе тăрăшнă. Вăл вăхăтра амăшĕ те вĕреннĕ çын шутланнă, 4 çул вĕреннĕскер пулнă.

Анчах вăрçă пуçланнин çемьен ырă ĕмĕчĕ-тĕллевĕсене пĕр шелсĕр таптать. Кĕçех пĕрин хыççăн тепри Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса каяççĕ: малтан ашшĕ, ун хыççăн пиччĕшĕ. Иккĕшĕ те каялла таврăнаймаççĕ. Ашшĕ 1941 çулхи декабрь уйăхĕнче Мускавшăн пынă çапăçура, пиччĕшĕ 1943 çулта Сталинградшăн пынă çапăçура (вăл летчик пулнă) пуçĕсене хураççĕ.

- Пирĕн ачалăх ытла кĕске пулчĕ çав, - хурланса аса илет учительница-ветеран. – 8 çул тултарсанах алла çурла тытрăм. 5 класа вĕренме куçсан çава тытса утă çулма пуçларăм. Вăрçă çулĕсенчи терт-асапа аса илме питĕ йывăр. Çимелли те, çипуçĕ те çителĕксĕр пулнă. Апла пулсан та шкултан пĕр кун та юлман. Юр çăвичченех çара уран çÿренĕ. Пурпĕрех Çĕнтерĕве кĕтсе илтĕмĕр, - каласа парать К. Широкова.

Çĕршыв Клавдия Михайловнан пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакланă. «Ĕç ветеранĕ» медаль, юбилей медалĕсем илемлетеççĕ унăн кăкăрне. Кăçал та вăл юбилей медальне тивĕçрĕ.

Хĕрĕпе кĕрÿшĕ те, Алевтина Леонидовнапа Петр Алексеевич Скворцовсем амăшĕ пекех учительте тăрăшаççĕ. Катя тата Дима мăнукĕсем кукамăшне ĕçре пулăшаççĕ, лайăх вĕренеççĕ.

Эпĕ те унăн вĕренекенĕ пулнă хăй вăхăтĕнче. Тăван чĕлхене юратма, унпа илемлĕ калаçма вĕрентнĕшĕн манăн та тав сăмахĕ калас килет. Эсир «вăрçă ачисем» вăхăтра тăрăшса ĕçлени те Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Таймапуç Сире уншăн.

Халĕ те ĕçсĕр лармасть Клавдия Михайловна. Тĕрлет, алсиш-чăлха çыхать, çулла пахчара тăрăшать. Ялта та ячĕ-сумĕ пысăк унăн.

Çак кунсенче вăл хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ. Çав ятпа саламласа хисеплĕ ветерана ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунасшăн.

- Ман йĕри-тавра пурнăçра яланах ырă çынсем пулнă, пур та. Çав ырă кăмăллă çынсем мана пурăнма вăй-хал хушса тăраççĕ, - терĕ юлашкинчен К.М. Широкова.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
05 марта 2005
00:00
Поделиться