Пурнăç илемĕ – хĕрарăмра
Март уйăхне кĕтĕмĕр. Каллех çуркуннехи пĕрремĕш уяв – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ çитрĕ. Çак кун пиртен кашниех хаклăран та хаклă çынсене – аннесемпе асаннесене, йăмăксемпе аппасене, мăшăрсене, çывăх тус-юлташсене саламлать.
Хĕрарăмсем пур çĕрте те пултарулăхпа палăраççĕ. Çакна хамăр районти хĕрарăмсен хастарлăхĕ те лайăх çирĕплетет. Кирек хăш отрасле илес пулсан та вĕсем пултарулăх, пуçарулăх кăтартаççĕ. Хĕрарăмсем производствăра та арçынсемпе танах ĕçлеççĕ.
Районта яваплă вырăнсенче ертÿçĕре ĕçлекенсем те сахал мар. Вĕсен шутĕнче предприятисемпе учрежденисен ертÿçисем, район администрацийĕн пайĕсен ертÿçисем, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем т. ыт. те. Кирек ăçта пулсан та вĕсем яваплăха çирĕп туйса шанăçа тÿрре кăлараççĕ.
Пирĕн хĕрарăмсем производствăра тăрăшса ĕçленипе пĕрлех çемьере те нумай тивĕçсене пурнăçлаççĕ, çав вăхăтрах обществăлла ĕçсене хутшăнма та вăхăт тупаççĕ. Хĕрарăмсăр пурнăç илемĕ çук. Ахальтен мар ĕнтĕ ваттисем пÿртри тăватă кĕтесрен виççĕшне хĕрарăм тытса тăрать тенĕ. Мĕншĕн тесен хĕрарăм чăннипех çемье ăшши, пурнăç тыткăчи пулса тăрать. Вĕсем хăйсен çут çанталăкри тивĕçне ăнланса пултаруллă ывăл-хĕрсем çитĕнтереççĕ, ачисене мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс воспитани парса ĕçе юратма хăнăхтараççĕ. Амăшĕн чĕри çемçе, кăмăлĕ ырă. Ăна ачин шăпи кирек хăçан та пăшăрхантармасăр тăма пултараймасть. Çавăнпа та хĕрĕ е ывăлĕ йăнăш тусан вĕсене ăс парса каçарать, ачи лайăх вĕренсен унпа пĕрле савăнать. Çав вăхăтрах вăл пĕр-пĕр ĕçе пурнăçланă чух е воспитани ыйтăвĕсенче çирĕп кăмăллă пулса мĕнле тĕрĕс йышăну тумаллине чĕрипе туйса тăрать.
Нумай хуçалăхсенче хĕрарăмсем профсоюз организацийĕсене, хĕрарăмсен канашĕсене ертсе пыраççĕ. Хĕрарăмсен канашĕсен тивĕçĕсем те нумай енлĕ. Пур çĕрте те тенĕ пекех вĕсем активлă ĕçлеççĕ. Вырăнта тĕрлĕ уявсем, ытти мероприятисем нумай ирттереççĕ, ларма каçĕсем, алĕç выставкисем йĕркелеççĕ, ăнăçсăр çемьесемпе ĕçлеççĕ. Анчах та ку енĕпе малашне те тăрăшмалли чылай-ха.
Хальхи вăхăтра телевиденипе кăтартакан хаярлăхпа тискерлĕх çамрăксем çине тÿнтерле витĕм кÿрет, çирĕпленсе çитмен çамрăксен ăс-тăнне минретет. Çавăнпа та хĕрарăмсен канашĕсемпе çул çитмен çамрăксем тÿрĕ çултан ан пăрăнччăр тесе амăшĕсене ытларах ĕçлемелле, кашни çемье мĕнле пурăннипе кăсăкланса тăмалла. Пур çĕрте те сывă пурнăç йĕрки, физкультурăпа спорт малти вырăнта тăччăр тесе тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен çакă пĕтĕмпех çыннăн сывлăхĕпе, унăн пурнăç культурипе çыхăннă.
Тепĕр чухне пурнăçра йывăр самантсем те сиксе тухаççĕ. Хĕрарăмсен канашĕсен ял администрацийĕсенчи çемьесемпе ĕçлекен комиссисемпе пĕрле çакăн пирки те манас марччĕ. Йывăр вăхăтра çынна ăнланулăх, пулăшу, усăллă сĕнÿ кирлĕ. Чуна уçса калаçсан кирек кам та лăпланать, пурнăç шанчăкĕ çирĕпленет.
Хăш-пĕр çамрăк çемьесенче, ачисем ÿссе пурнăç çулĕ çине тухман пулин те, амăшĕсем хăйсен тивĕçĕсене манса эрехпе туслашни канăçсăрлантарать. Вĕсемпе те ытларах ĕçлемелле, кашниех хăйĕн ачине тивĕçлĕ воспитани пама пултартăр. Ялти хĕрарăм валли кирек хăçан та ĕçĕ çителĕклĕ. Апла пулин те вĕсем кăшт пушă вăхăт тупăнсанах алĕçне тытăнаççĕ, районти мероприятисенче алĕçĕсен выстакисене йĕркелеççĕ. Вĕсен пултарулăхĕ, çыхнă е тĕрленĕ япалисем хăйсен илемĕпе чуна çĕклеççĕ.
Çак кунсенче пур çĕрте те хĕрарăмсене чыслаççĕ. Тĕрлĕ отрасльте хастарлăх кăтартакан хĕрарăмсем чăннипех хисепе тивĕçлĕ, мĕншĕн тесен вĕсем ĕçре пысăк ÿсĕмсем тăваççĕ, юрă-ташăра та маттур. Килте те кашни валли чун ăшшине тупаççĕ.
2005 çулта эпир Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине паллă тăватпăр. Çĕршыв ирĕклĕхне çăлса хăварассишĕн арçынсемпе пĕрлех хĕрарăмсем те çапăçнă, аманнă салтаксен пурнăçне çăлса хăварассишĕн тăрăшнă, тылра та ырми-канми ĕçленĕ. Çавăнпа та эпир Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă хĕрарăмсене, салтак арăмĕсене, тылра ĕçленисене, паттăр салтаксем ÿстернĕ амăшĕсене, хальхи вăхăтра çара юрăхлă ывăлсем çитĕнтернĕ амăшĕсене тав туса çĕре çити пуç таятпăр. Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр, сирĕнтен ырă тĕслĕх илетпĕр.
Юлашкинчен манăн районти мĕн пур хĕрарăмсене уяв ячĕпе саламласа кулленхи пурнăçри чăтăмлăхшăн, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пултарнăшăн чун-чĕререн тав тăвас килет. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламласа пурне те çемьере телей, килĕшÿпе ăнланулăх, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатăп. Сирĕн ĕмĕтсем пурнăçланса пыччăр, яланах савăк кăмăл пултăр. Ăнăçусем сире пурне те!