Моргаушский муниципальный округ

Библиотекăра консультаци пункчĕ ĕçлет

 

Муркашри тĕп библиотекăра пенсипе тивĕçтерессин ыйтăвĕсемпе Консультаци пункчĕ активлă ĕçлет. Библиотекăна çÿрекенсем çак темăпа хăйсене кирлĕ кирек епле ыйту çине те хурав илме пултараççĕ. Кунтах «Достоинство», «Пенсионер Чувашии» хаçатсемпе те паллашма пулать. Кирлĕ информацисене хăвăрт тупса вĕсемпе паллашма пенсионерсем валли «Раççей Федерацийĕнчи пенси реформи», «Пенси реформи: кирлĕ е кирлĕ мар», «Социаллă çăмăллăхсен çĕнĕ системи» ятарлă папкăсем хатĕрленĕ.

Пулас пенсионерсемшĕн «Пенсие çамрăкран пухса пыр», «Пулас пенсионерсене: пенси çине мĕнле тухмалла» буклетсем те интереслĕ пулĕç. Кунтах «хĕрÿ лини» телефонĕпе РФ Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи управленийĕпе калаçса консультаци илме пулать.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
05 марта 2005
00:00
Поделиться
;