Моргаушский муниципальный округ

«Ĕç ветеранĕ» пулаймарăм

 

Елшик ялĕнче пурăнакан А. Зубкова çырнă «Пирĕн ĕç хисепсĕр пулчĕ-ши;» статьяна вуласа тухнă хыççăн сирĕн пата çырас терĕм. Питĕ тĕрĕс çырать вăл. Чăнах та, вăрçă хыççăнхи çулсенче пурăнма йывăрччĕ. Эпĕ хам та вăрçă пĕтнĕ хыççăн çуралнă пулин те, кулач, канфет çисе çитĕнмен. Пире те анне аппапа иксĕмĕре пĕчченех пăхса çитĕнтернĕ. Ирхине ирех ĕçе тухса каятчĕç те хĕвел аничченех ĕçлетчĕç.

Кайран хам та пĕр вунă çулсенче ĕçлеме пуçланă. Хамăр та аннесемпе пĕрле вăй çитнĕ таран ĕçлеттĕмĕр. Хальхи ачасем, эпир çитĕннĕ вăхăтрипе танлаштарсан, чылай канлĕ çитĕнеççĕ. Малалла пĕр виç сăмахпа та пулин «Ĕç ветеранĕсем» çинчен. Маларах кам пенси çине тухать, пурне те «Ĕç ветеранĕ» медаль паратчĕç. Эпĕ аякри тĕслĕхсене  илместĕп. Хамăр колхозра та ĕçленĕ - ĕçлемесĕрех, аякри «калымсене» чупнисемех ветерансем пулса тăчĕç. Вăл вăхăтри колхоз хуçисем ытларах хăйсен тăванĕсене çав хисеплĕ ята илме тăрататчĕç. Эпĕ те хуçасене йăпăлтатма пĕлнĕ пулсан, çав ята илеттĕм пулĕ. Хам эпĕ вăхăтра тракторĕпе те суха тунă, йĕтем çинче вуншар çул хушши тырă алламалли, типĕтмелли агрегатсемпе ĕçленĕ, пĕр пилĕк çул хушши фермăра та вăй хунă. 1986 çулта Чернобыльте  те пултăм. Хамăн мăшăр та фермăра, унтан бригадăра, пĕтĕмпе 43 çул ĕçлесе пенси çине тухрĕ, анчах «Ĕç ветеранĕ» ятне памарĕç. Тĕрĕслĕх тупма çăмăл мар пуль çав.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
05 марта 2005
00:00
Поделиться